25 мая 2018 г.
2018 çулти тăватă уйăхра районти мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче аш-какай - 667,2, сĕт 7070,97 тонна туса илнĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, аш-какай туса илесси - 96,6, сĕт туса илесси 100,9 процентпа танлашнă. Ял хуçалăх предприятийĕсенче аш-какай 108,8 тонна, иртнĕ çулхипе шутласан, 87,6 процент туса илнĕ. Сĕт пĕтĕмпе 1436,1 тонна, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 106 процент туса илнĕ. Кашни ĕнерен сĕт суса илесси 2472 килогрампа танлашнă - пĕлтĕрхинчен 100 килограмм нумайрах.
Кăçалхи майăн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче ĕне выльăхсем - 9398 шутланаççĕ. Çав йышран ял хуçалăх предприятийĕсенче 2151 пуç. Ĕнесем пĕтĕмпе - 4777, çав шут-ран ял хуçалăх предприятийĕсенче 602 пуç. Сыснасем пурĕ 1563 пуç, ку хисепрен ял хуçалăх предприятийĕсенче - 278. Сурăхсемпе качакасем пĕтĕмпе 7741 пуç.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕне выльăхсем талăкра 643-шер, сыснасем 316-шар грамм ÿт хушнă. Пăрусем пĕтĕмпе 327 пуç, сысна çурисем - 132.
Н.ВАСИЛЬЕВА.