АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăрта пĕçерекенĕн чун ăшши упранать

25 мая 2018 г.

Çăкăрта пĕçерекенĕн чун ăшши упранать

Çăкăр пĕçерес ĕçре лайăх специалист тупасси чăн-чăн ăнăçу темелле. «Манăн коллективра ăста та пултаруллă специалистсем сахалах мар, анчах техник-технологра тăрăшакан Татьяна Сергеевнăна хамăн сылтăм алă, тĕп пулăшуçă вырăннех хуратăп кулленхи çăмăлах мар ĕçре», - палăртать Элĕкри çăкăр завочĕн директорĕ Александр Николаевич Никифоров.

Ултă çул каялла Т.Евсеева Элĕкри çăкăр заводĕнче технологра ĕçлеме пуçланă. Паян та вăл асăннă предприятире мĕнпур ĕç процесне тĕрĕслесе йĕркелесе тăрать. Çăкăр тата кондитер цехĕсенче чуста çăрнинчен пуçласа хатĕр продукцие ăсатичченех. Паян Элĕкри çăкăр заводĕнче вăл сăнаса тăнипе 15 тĕслĕ ытла премĕк, 8 тĕслĕ ытла шушка, 20 тĕслĕ ытла çăкăр-батон изделийĕсем туса кăлараççĕ.

- Эпĕ икĕ пĕлÿ илнĕ. Шкул   пĕтерсен повар кондитер тата технолог специальноçĕпе вĕренсе тухнă. Ун хыççăн Чă-ваш ял хуçалăх академийĕнче биотехнологи факультетĕнче ăс-хакăла ÿстернĕ. Тĕрĕссипе каласан, чустапа ĕçлесси мана ачаранпах кăмăла кайнă, - каласа парать 34-ри ăста. - Чустапа ĕçлесси вăл тĕлĕнмелле интереслĕ процесс. Асăннă материалтан темĕнле илемлĕ япала та хатĕрлеме пулать.

Татьяна Сергеевна çирĕплетнĕ тăрăх, тĕрĕссипе вара, пахалăхлă чуста хатĕрлесси чи йывăр тапхăрсенчен пĕри. Ку чухне технологие пăхăннинчен хатĕр продукци пахалăхĕ килет те. Кăштах хутăшсен шайлашăвне улăштарсанах çăкăр кăмакара хăпармасан та, пиçсе хăмăрланмасан та пултарать, палăртнă пек тутлă та пулмасть. «Туянакан вара пĕрре пахалăхсăр çăкăр туяннипех хăйĕн шухăшлавне яланлăхах пирĕн тĕлĕшпе улăштарма пултарать. Çавăнпа та ĕçе ячĕшĕн çеç туни вырăнсăр, ăна чунтан, яваплăха туйса пурнăçламалла. Манăн ĕçри тивĕç шăп та шай çакăнпа, коллективри ытти ĕçтешсем те çакна тĕпе хурса ĕçленине сăнаса тăрассипе çыхăннă та ĕнтĕ», - сăмахланă май палăртать технолог.

Унăн ĕçĕ анлă-ха. Хатĕр продукцие лавкассене ăсатнипе пĕрлех тепĕр кунхи заявкăсемпе ĕçлеме пуçлать, ассортиментсене çирĕплетет, кирлех пулсан продукци виçине кура рецептсене çĕнĕрен пăхса тухать. Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен Татьяна Сергеевна çăкăр, шушка тата печени-премĕк хатĕрлекен цехсенче тăтăшах пулать, çăкăр пĕçерекенсемпе, кондитерсемпе ĕçлет. Пытарма кирлĕ мар ĕнтĕ, хăш-пĕр япалана шута илменнисене хыттăнрах асăрхаттарма та, теприсене мухтама та тивет.

Çĕнĕ çăкăр, ытти изделисен сорчĕсене хатĕрлесси, ку чухне рецептсене шутласа кăларасси те технолог тивĕçĕ шутланать. Нумаях пулмасть Элĕкри çăкăр заводĕнче «Боярский», «8 злаков», «Витязь», «Вĕри çăкăр», «Багет» сортсене кăларма пуçланă.

Енчен те çăкăр пĕçерекенсен, кондитер изделийĕсене хатĕрлекенсен ĕçĕнче мĕн те пулсан ăнланманлăх сиксе тухать пулсан Татьяна Сергеевна яланах пулăшма васкать. Çирĕп, çав вăхăтрах çынсем тĕлĕшпе тимлĕ вăл.

Технологпа калаçнă май Элĕк салинче пурăнакан çынсем мĕншĕн вĕри çăкăр хăвăртах типсе кайнă пирки пăшăрханнине ыйтса пĕлетĕп.

- Эпир хамăрăн çăкăра пĕçерес ĕçре мăн асаннесен мелĕпе усă куратпăр, продукци тутине лайăхлатакан нимĕнле хутăш та хушмастпăр. Ырашпа тулă çăнăхĕнчен хатĕрленĕ çăкăрăн упранмалли вăхăчĕ - 36 сехет, тулă çăнăхĕнчен пĕçерни - 4 талăк, булка изделийĕсем те çавăн чухлех упранаççĕ. Енчен те ытти предприятисем туса кăларакан çăкăр-батон изделийĕсем чылай вăхăт упранаççĕ пулсан унта тĕрлĕ «хими» хушнине иккĕленме кирлĕ мар. Продукцин упранмалли вăхăчĕ мĕн чухлĕ сахалтарах, вăл çавăн чухлĕ пахалăхлăрах. Эпир çăкăр-булка изделийĕсене пĕçерме усă куракан мĕнпур продукт таса,- хăйсен предприятийĕшĕн мăнаçланса палăртать Т.С.Евсеева.

Татьяна Сергеевна хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн ăста пулнине кăçалхи май уйăхĕн 15-17-мĕшĕсенче Мускавра Ял хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравĕнче Центросоюз Кубокĕшĕн çăкăр пĕçерессипе иртнĕ иккĕмĕш Еврази форумĕнче те çирĕплетсе панă. Элĕк, Красноармейски тата Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти потребительсен обществисенчи çăкăр заводĕнчи техник-технологсен тата Йĕпреçри çăкăр завочĕн командисем Раççей шайĕнче Чăвашпотребсоюзăн, пĕр сăмахпа каласан, чăвашсен ятне хÿтĕленĕ. Унта 10 регионти çăкăр пĕçерекенсем ăмăртнă. Вĕсен 5 сехет хушшинче пахалăхлă та тутлă çăкăр, тĕрлĕ çăкăр-булка, 2018 çулта Раççейре футбол енĕпе Чемпионат иртнине халалласа хатĕрленĕ илемлĕ курăнакан изделисем шутласа кăларса пĕçерме тивнĕ. Çавăн пекех хăйсем пĕçернĕ продукципе усă курса витрина илемлетмелле пулнă. Ку чухне ĕçе мĕнле шайра пурнăçланине те Раççейри чи ăста çăкăр пĕçерекенсемпе кондитерсем хак панă.

Чăн-чăн профессионал 10 команда хушшинче Элĕк, Красноармейски тата Мăн Сĕнтĕрти çăкăр завочĕсен пĕрлештернĕ команди 3-мĕш вырăн йышăннă. «Çăкăр» номинацире вара иккĕмĕш пулнă. Пĕрремĕш вырăна - Хусан, иккĕмĕшне Оренбург хулисен командисем йышăннă. Раççей шайĕнче те ăсталăхĕпе палăрнă технолог япăх çăкăр-батон пĕçерменни вара иккĕлентермест-ха.

Элĕкри çăкăр завочĕн техник технологĕпе сывпуллашнă май: «Ăста специалист пулнăранах килтисене те кукăль-çăмахран татăк тăратмастăр пулĕ;» - ыйтатăп Татьяна Сергеевнăран. «Мăшăр та, ывăлăмпа хĕрĕм те килте пĕçернĕ кукăльсемшĕн каçсах каяççĕ. Хам хатĕрленĕ кун йышши апат-çимĕç татăлмасть сĕтел çинчен», - пĕлтерет вăл.

Анчахрах пĕçерме пуçланă «Вĕри çăкăр» сорт туянсан та мĕншĕн чылайччен сивĕнменнине паян аванах ăнлантăм. Мĕншĕн тесен чи малтанах унта çăкăр заводĕнче ĕçлекен çынсен чун ăшши упранать.  

Эльвира КУЗЬМИНА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика