АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕтри кил-çурт - пурнăç тĕллевĕ

25 мая 2018 г.

Çемье телейĕ пĕр-пĕрне юратнинчен, хисепленинчен тата упранинчен килет. Çавăнпа та вăл çирĕпрех пултăр тесен мăшăрсен сÿнми юратăвĕ кирек епле йывăрлăха та çĕнтерме пултартăр. Арăмĕпе упăшки çÿпçипе хупăлчи пек пĕр-пĕриншĕн тĕрев, яланах пĕр шухăшлă пулни, пĕрне-пĕри ăнланни, каçарма пĕлни ачисемшĕн те, тин çеç мăшăрланнă çамрăксемшĕн те ырă тĕслĕх вырăннех. Нихăçан та пĕр-пĕрне кÿрентермеççĕ, кирек епле ĕç-пуçа та пĕрле пурнăçлаççĕ, санăн е манăн тесе нимĕн те пайламаççĕ пулсан ку çемьене çын каланă сивĕ сăмах та, курайманлăх та, ăмсанулăх та çапса хуçаймĕ. Тĕрĕссипе, çак сăмахĕсемпе манăн Самушка ялĕнче пурăнакан Ильинсене палăртас килет.

Пурнăç чăннипех те чăтăмлăхпа çирĕплĕх тĕлĕшĕнчен тĕрĕсленĕ вĕсене. Апла пулин те Лильăпа Юрий пуçне усман, шав малаллах ăнтăлнă. Аякран кермен пек курăнса ларакан çурт вара нимĕнле йывăрлăхран хăраманнине çирĕплетет те. Çемьен ĕмĕчĕ - хăтлă та илемлĕ тата хăйне май урăхларах çурт çавăрасси. Мăшăрсем 2009 çултах палăртнă пысăк пÿрт купалама. Анчах та каланă - тунă тенипех пулмасть-çке çакă. Çавăнпа та малтанах чылай вăй хума тивнĕ Ильинсен. Халĕ те укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕрен Юрий ют хуласенчен тухмасăрах ĕçлет темелле. Савнă мăшăрĕ, Лилия хуçалăхра арçын ĕçне те, хĕрарăм ĕçне те тиркесе тăмасть. Стройка ĕçĕнче те хастар, пÿртри тасалăхпа хăтлăхшăн та яваплă вăл, кил картинче те выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп пăхас енĕпе ĕçчен тата ÿркенмест, çав вăхăтрах мотоблокпа та хăех ĕçлет, сухалать, сÿрелет, утă турттарать е ытти ĕçе хутшăнать. Харсăрлăхпа палăракан хĕрарăм арçынран пачах юлмасть. Анчах та те- мĕнле пулсан та чечек ячĕллĕ этемлĕхĕн черчен пайĕнче кăмăл ăшши, çепĕçлĕх, ырăлăх пытаннă.

Акă Юрий мăшăрĕпе иккĕшех пÿрт никĕсне хывнă. Кирпĕч хума та вĕреннĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Ытти строительство ĕçĕсене те пурнăçлать упăшкипе пĕрле. Мăшăрсем пĕлтернĕ тăрăх, икĕ хутлă çуртра пурĕ 32 чÿрече лартма уйăрса хăварнă. Чăннипех те илемлĕ курăнать пулас çурт. Апла пулмасăр, мĕнпур вăй-халне, чунне парса çĕклеççĕ вĕт Ильинсем малашлăхра хăйсен ĕçчен аллисемпе тунă пÿртре пурăнас тĕллев- сене çывхартса. Нумайăшĕн чăтăмлăхĕ те çитмест ку ĕçре. Вĕсене вара асăннă пысăк ĕç кăмăла çĕклет, хавхалантарать. Транспорт çÿрекен çул та яланах яка пулмасть, çавăн пекех пурнăç çулĕ те тип-тикĕс шумасть. Ильинсем вара çынсене те хăйсене «хуçма» памаççĕ, пурнăçри кăткăс лару-тăрăва та сирсе ярса пурнăç йĕркипе кун кунлаççĕ. Ĕçлемесĕр - çурт, йывăрлăха çĕнтермесĕр ăнăçу пулмасть теççĕ вĕсем.

Лилия Саратов хулинче çуралса ÿснĕ. 1991 çулта унăн çемйи Анат Юлăша куçса килнĕ. Самушка каччи вара ăна сăн ÿкерчĕк çинче курсах юратса пăрахнă, паллашнă хыççăн мăшăрĕ пулма ыйтнă. Паянхи кун тăнăç та хăтлă пурнăçшăн тăрăшакан хĕрарăм хăй вăхăтĕнче культура училищинче вĕреннĕ. Лильăпа Юрий 1998 çулта çемье çавăрнă. Икĕ хĕре кун çути парнеленĕ, халĕ вĕсем иккĕшĕ те хулара вĕренеççĕ.

Лилия Вырăс Сурăмĕнчи клубра ĕçленĕ. Халĕ пушă вăхăт пачах çук, анчах та хĕл кунĕсенче пÿртпе çыхăннă ĕçе тытăнайман пирки вăхăта усăллă ирттерме тăрăшать: хăй юрлакан юрăсене çыртарать, кил ăшшине упрать, чечексене юратать, çавăнпах килĕнче те вĕсем сахалах мар.

Хура-шурне çамрăклах сахал мар курнă пулин те çемье пур енĕпе те маттур пулни курăнать. Çывăх çыннисенчен уйрăм пурăнма пуçласан та пулăшусăр юлман вĕсем. Çакăншăн уйрăмах Юрийпа Лилия Ильинсем район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне Лидия Никитинăна тав тăваççĕ. Вăл вĕсене выльăх усрама условисем туса парас ĕçре пулăшнине палăртаççĕ. Кил картинче выльăх-чĕрлĕх тытмасăр пурăнма хăнăхманскерсен паянхи кун тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк, ĕне выльăх ĕрчет.

Акăшсемпе танлаштарас килет манăн çак мăшăра. Темĕнле йывăр пулсан та çын çине кăлармаççĕ, пĕр-пĕрне куç шăрши пек упраççĕ. Юрату хĕлхемĕ те вĕсен тата та çамрăкрах чухнехи пек ялкăшать. Малалла ăнтăласси те çакăнтанах килет пулĕ.

А.СИЛИВЕСТРОВА.      

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика