АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршыв чикки пÿрт уратинчен пуçланать

29 мая 2018 г.

Çĕршыв чикки пÿрт уратинчен пуçланать

«Эпĕ вилетĕп, анчах та парăнмастăп!» - çакăн пек çырса хăварнă 1941 çулхи июль уйăхĕнче Брест крепоçне хÿтĕлекенсем касамат стени çине. Çавăнпа ĕнтĕ шăп та шай çак сăмахсем мĕнпур ăрури пограничниксен девизĕ пулнă та, пулса юлать те. Вĕсем яланах тăшмана пĕрремĕш «кĕтсе илеççĕ», пĕрремĕш мухтавĕ те вĕсенех тивĕçет, пĕрремĕш пуля та вĕсенех тивет.

Историе тишкерес пулсан, Раççейри пограничниксен служби аваллăхах каять. 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи мĕнпур Совет халăхĕ пекех, пограничниксемшĕн те, чăн-чăн тĕрĕслев вырăннех пулса тăнă. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсем сасартăк тапăннине пула пирĕн çĕршывăн Хĕвеланăç чиккинчи 83 пин пограничник хĕрÿ çапăçăва кĕнĕ. «Барбаросс» планĕпе тăшман пирĕн чикĕ хуралçисене 30 минутран пуçласа пĕр сехет хушшинче парăнтарма палăртнă. Ку чухне тăшмансем питех те йăнăшнă. Чикĕ хуралçисем вĕсене темиçе кунлăха, эрнелĕхе тытса чарнă, юлашки патрон юлмиччен çапăçнă. Асăннă вăрçă çулĕсенче Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн 60 пин ытла пограничник вилнĕ. 200-е яхăн пограничник Совет Союзĕн Геройĕ пулса тăнă, вĕсенчен 24-шĕ моряк тата 21-шĕ летчик. Пограничниксен 36 полкне орденпа чысланă, 25-шне хисеплĕ ят панă. Совет Союзĕн Маршалĕ Г.К.Жуков та пограничниксен харсăрлăхĕпе паттăрлăхне палăртса çакăн пек çырса хăварни пур: «Эпĕ хам куçпа пограничниксем Мускав, Ленинград, Сталинград, Курск пĕкки патĕнче, Украинăпа Белоруссире харсăррăн çапăçнине курнă, çакна нихăçан та манаяс çук»,- тенĕ. Афганистан вăрçи те чикĕ хуралçисемшĕн чăн-чăн тĕрĕслев вырăннех пулнă. 10 çул хушшинче унта 60 пин ытла пограничник хутшăннă, 518-шĕ вилнĕ», - чикĕ хуралçисен историйĕпе паллаштарать Элĕкри пограничниксен пĕрлĕхĕн председателĕ Борис Степанов.

Раççейри Пограничниксен çарĕ йĕркеленнĕренпе пĕр ĕмĕр çитрĕ. Çакна майăн 28-мĕшĕнче Раççейри мĕнпур пограничник паллă турĕ. Асăннă мероприятирен Элĕк районĕнчи «Пограничниксен тăванлăхĕ» организаци те аякра юлмарĕ. Тивĕçлипех хатĕрленнĕ уява вĕсем те. Сăмах май, ку тĕлĕшпе симĕс карттуслисем çулсеренех пуçарулăх кăтартаççĕ. Асăннă пĕрлĕхре тăракансем пĕлтернĕ тăрăх, пĕр ушкăна официаллă майпа пĕрлешес шухăш темиçе çул каяллах çуралнă. Анчах та тĕрлĕ сăлтавсене пула ку ĕç-пуç тăсăлса кайнă. 2014 çулта вара «Пограничниксен тăванлăхĕ» Чăваш Республикинчи обществăлла организаци çумне пĕрлешсе районти пайне йĕркеленĕ. Ку ĕçре Элĕксене асăннă организацин правлени председателĕ, хамăр ентеш - Карачура тăрăхĕнчи Анатолий Шорников пысăк пулăшу кÿнĕ. Районти уйрăмăн председателĕ пулма Борис Степанова çирĕплетнĕ. Пĕрлĕхе кĕме тÿрех 10 çын ыйту çырса панă. Вĕсен йышĕнче чи аслисем Вениамин Верендеев тата Геннадий Иванов пулнă. Пĕрлĕхе пĕрлешнĕ те ĕç-пуç кунпах вĕçленнĕ тееймĕн. Симĕс карттуслисем патшалăх чиккине палăртакан юпа вырнаçтарассипе тата аллея йĕркелессипе çине тăрса ĕçленĕ. Чи малтанах Элĕкри культурăпа кану паркĕнче çăкасем лартса тухнă. Явапсăр выльăх-чĕрлĕх хуçисем унта качакасем кăкарса хунавсене çитерсе янă. Унччен те парăнма хăнăхман пограничниксем ку хутĕнче те хăйсен тĕллевĕнчен пăрăнман. Çĕнĕрен хурăн тата хыр хунавĕсене лартса тухнă. Çамрăк хунавсене тупассине Павел Викторовпа Анатолий Суриков хăйсем çине илнĕ. Пĕрлĕхри мĕнпур пограничник йывăç тĕммисене лартма хутшăннă. Аталанса кайиччен шăварса тăрассипе вара Александр Егоровпа Геннадий Иванов тимленĕ. Йывăç хунавĕсем халĕ чĕрĕлсе самаях çÿлелле кармашнă ĕнтĕ.

Патшалăх символне палăртакан пограничниксен юпине лартассипе ĕçлессине те вырăнти пĕрлĕхĕн председателĕн Борис Степановăн тата Юрий Мартыновăн тимлеме тивнĕ. Пурте пĕр пулса палăртнă вырăнти йывăç тымаррисене кăкланă. Çав вăхăтра районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ пулнă Владимир Герасимов тата Константин Громов депутат юпа валли укçа паракансенчен чи пĕрремĕшсем пулнă.

«Çак яваплă ĕçре пĕрин ятне палăртса, теприне асăнмасăр иртес килмест. Пĕрлĕхри мĕнпур çын хастарлăхпа палăрчĕç. Куншăн пурне те пысăк тав. Пурте çине тăрса ĕçленипех ĕнтĕ кĕске вăхăтрах пограничниксен юпине вырнаçтарма пултартăмăр. Паян ку пирĕн чи юратнă вырăн. Унти тасалăхпа тирпейлĕхе, илеме тытса тăрасси пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ. Çитес кунсенчех юпапа пĕрле пограничниксен çарĕнче службăра тăнă, анчах та пирĕнтен уйрăлса кайнă мĕнпур ăрури чикĕ хуралçисем ячĕпе стелла вырнаçтаратпăр», - каласа парать Борис Витальевич. Районти чикĕ хуралçисем уява паллă тума ятарлă вырăн та йĕркеленĕ. Вăл Шураç ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă. Кунта пограничниксен юпине лартнипе пĕрлех уçланкă йĕри-тавра йĕплĕ пралук тытса çаврăннă.

«Пограничниксен тăванлăхĕ» пĕрлĕх районти шкулсемпе тачă çыхăну тытать. Çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас, çара хатĕрлес ĕçе хастар хутшăнать. Çак тĕллевпех ĕнтĕ пограничниксем Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулти кадет класне хăйсен хÿттине илнĕ тесен те йăнăш мар. Вĕсемпе курнăçса калаçусем ирттернипе пĕрлех тĕрлĕ енлĕ пулăшу та парать. Пĕлтĕр, сăмахран, Чăваш Республикинчи организацийĕ кадетсен пĕр ушкăнне Атăл тăрăх çул çÿреве тухма путевкăсемпе тивĕçтернĕ.

Районти чикĕ хуралçисем хăйсем те республикăри тĕрлĕ мероприятирен аякра юлмаççĕ, пăшалтан перессипе, спорт вăййисенче харсăрлăхпа палăраççĕ. Çакна Раççейри Чикĕ хуралĕн çарĕсем йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ уявра та «Пограничниксен тăванлăхĕн» организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕ Борис Степанов палăртрĕ. Ку тĕлĕшпе пĕр ĕçрен те пăрăнса юлман чикĕ хуралçисене юбилей медалĕсемпе чысларĕ. Ĕнерхи пограничниксене саламлама Муркаш тата Элĕк районĕсенчи çар ĕç комиссариачĕн комиссарĕ Владимир Казаков та хутшăнчĕ. Паян та стройра çирĕп тăнишĕн, çитĕнекен ăрăва çар ретне тăма хатĕрленишĕн тав турĕ. Элĕкри культурăпа кану центрĕн артисчĕсем вĕсен ячĕпех ятарлă концерт та йĕркеленĕ. Авточупу иртрĕ. Ун хыççăн чикĕ хуралçисем патшалăх символне палăртакан пограничниксен юпи çывăхне пухăнчĕç. Хăйсенчен уйрăлса кайнисене, служба вăхăтне аса илчĕç.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика