29 мая 2018 г.
Планшет, айфон, смартфон, гаджет тата тĕрлĕ йышши телефонсемпе Интернет уçлăхне кĕме пулăшакан технологисем пирĕн пурнăçра пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем кулленхи куна самаях ансатлатаççĕ. Çĕнĕлĕхсем кĕрсе пынă май çитĕнсе пыракан ăрăва та вĕсем илĕртеççĕ. Паллах, чи малтанах ку шкул ачишĕн сиенлĕ. Вĕренекен библиотекăра илме пултаракан кирлĕ информацие тÿрех Интернет уçлăхĕнче шырать. Ку питĕ меллĕ пулĕ-ха, анчах та хальхи саманари çĕнĕлĕхсем вулавăш çинчен те, аслисем пурнăçлама ыйтнă ĕç пирки тата ытти хушу çинчен те мантарса ярать. Нумай чухне шкул ачи хатĕр килти ĕçе Интернетран «уçлать». Çавна май хăй тĕллĕн пачах вĕренме пăрахать, кахаллăх аталанать. Ку - пĕрремĕшĕ.
Иккĕмĕшĕ - Интернет «тĕнчи» сиенлĕ сайтсенчен питĕ пуян пулни. Ашшĕ-амăшĕн укçи-тенки пытарма кирлĕ мар, телефон е компьютер çине чылай тăкакланать. Ку, паллах, ачашăн пĕлтерĕшлĕ мар. Чи кирли уншăн - Интернета пĕр чăрмавсăр кĕресси.
Çуллахи каникул вăхăчĕ вăрăм. Çавна май ачасене ашшĕ-амăшĕн хăйсемпе пĕрле пĕр-пĕр ĕçе явăçтарни усăллăрах пулĕ, мĕншĕн тесен Интернет нумай чухне çула çитмен çамрăкшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Чи малтанах вăл психика тĕлĕшĕнчен сывă тата çирĕп пулманни палăрать. Хутран-ситрен ача питĕ хытă тарăхса, вĕчĕрхенсе кайма пултарать. Унтан вара аслисем çине алă çĕклесси те инçе мар. Кирлĕ мар сайтри ушкăнпа «ерсе» хăйĕнпе темĕн тума пултарасси те шухăшлаттарать. Кунашкал тĕслĕхсем, аса илтерме кирлĕ мар пулĕ, чылаях.
Кĕнеке - чи çывăх та шанчăклă тус пултăр. Унпа çывăх пулмалла та шкул ачин. Хăйĕн сывлăхне пĕтерсе пушă вăхăта Интернетра ирттерни çывăх юлташĕ, тăванĕ-пĕтенĕ çинчен те мантарать, виртуаллă тĕнче хăйĕн ытамне çавăрса илет. Ача-пăчана кĕнекепе, хаçат-журналпа çывăхлатас тĕлĕшпе ялсенчи библиотекăра та чылай тĕрлĕ мероприятисем, тĕлпулусемпе калаçусем ирттереççĕ. Унта хутшăнма шкул ачин ÿркенмелле мар çеç.
Тепĕр самант çинче те чарăнам-ха. Телефонсем... Вĕсем, паллах, кирлĕ. Анчах та ачасене шăнкăравлама çеç. Тĕрлĕ вăйă вылясси çамрăк ăру хушшинче анлă сарăлчĕ. Пĕр-пĕрин хушшинче кам та кам тавçăруллăрах е маларах пулнине пĕлес тĕлĕшпе тавлашу çуратать. Çавăнпа та аслисен тĕллевĕ шутне тĕрĕс-тĕкел, сывă ачасене ÿстерсе çĕршывшăн юрăхлă гражданин тăвасси кĕрет.
Д.КИРИЛЛИНА.
.