АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксене форума чĕннĕ

05 июня 2018 г.

Районти потребительсен обществин команди Чăвашпотребсоюзăн VI Çамрăксен форумне хутшăннă. Экономика пайĕн начальникĕ Алина Архипова вара çулленхи çамрăксен «Прорыв» премийĕн «Про-спорт» номинацийĕнче черетлĕ хут лауреат пулса тăнă. Ăна диплом тата асăнмалăх статуэткăна Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов тата РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов панă. Форума Чăвашпотребсоюзăн 26 организацийĕнчи 140 ытла представитель хутшăннă. Вĕсене валли тĕрлĕ мастер-класс иртнĕ. Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Павлов потребительсен кооперацийĕнче пуçаруллă та пултаруллă специалистсем кирлине палăртнă. Çакнашкал тĕлпулусем, пултарулăх конкурсĕсем ирттерни вĕсене кооперативпа çывăхрах пулма май парать те.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика