08 июня 2018 г.
Ытларикун, июнĕн 5-мĕшĕнче, республикăри тата районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисемпе журналистсем анлă семинар-канашлăва пухăнчĕç. Хальхинче Чăвашпотребсоюз, ЧР Цифра аталанăвĕ, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви, Чăваш Республикинчи журналистсен канашĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ мероприяти Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр райповĕнче иртрĕ.
Унăн ĕçне Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, ЧР Цифра аталанăвĕ, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Анисимов, Чăваш Республикинчи журналистсен канашĕн председателĕ Валерий Комиссаров, патшалăх строительствин, вырăнти хăй тытăмлăх, регламентпа депутатсен этикин комитечĕн председателĕ Александр Федотов, Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ Валерий Андреев, Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев хутшăнчĕç.
Паянхи кун эпир алăран кĕсье телефонĕпе планшетсене ямастпăр тесен те йăнăшмăп. Телефон-планшет сиенĕ пирки тем чухлĕ калаçсан та вĕсен уссипе кирлĕлĕхне хирĕçлеме пултараймастпăр. Пăрнăçăн пĕр пайĕ, çынсемшĕн пулăшуçă пулса тăчĕç вĕсем халĕ. Çакна суту-илÿпе апатлану тытăмĕнче ĕçлекенсем çийĕнчех ăнланса илнине тĕлпулу вăхăтĕнче курма май килчĕ. «Фортуна» комплекс ĕçĕнче компьютер технологийĕсемпе туллин усă курма пуçлани çакна тепĕр хутчен çирĕплетсе пачĕ. Акă кафене кĕричченех QR – кодпа усă курса менюпа паллашма пулать. Çĕнĕ кафе М7 трасса çинче ларнине шута илсе кунта ĕçлекенсем хăйсен клиенчĕсене тÿрремĕнех çул çинче пынă чухнех «тытаççĕ» тесен те йăнăш пулмĕ. Инçе çула çÿрекен водительсен радиохумĕ çине тухса раципе паянхи менюпа умлă-хыçлах паллаштарса тăраççĕ. Кунта ĕçлекенсем ку мелĕн усси пуррине пытармаççĕ. Ялан апатланма çÿрекенсем те, маларах саккас паракансем те йышланаççĕ. Паллах, апачĕ тутлă пулмасан никама та хăвăн енне çавăраймăн. Ку енĕпе Муркашсен пăшăрханмалла мар. Эпир те, канашлăва пухăннисем, мастер-класра пулса тутлă апат-çимĕç тутанса пăхрăмăр.
Çĕнĕлĕхсемсĕр паянхи пурнăçпа тан утаймастăн. Акă Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче эквайрингпа усă курса кирек хăш магазинта тата обществăлла апатлану предприятийĕсенче банк карттипе тÿлеме май пурри çăмăллăх панине тавар туянакансем палăртаççĕ. Муркашсен кăна мар, республикăн ытти районĕсенче те вăй илсе пырать çакă. Элĕксем те ку енĕпе пуçарулăх кăтартнине ырăпа асăнмалла. Унсăр пуçне МИХ ĕçченĕсене суту-илÿ сетьне автоматизациленин тĕслĕхĕсемпе паллаштарчĕç. Ку проекта Чăвашпотребсоюз 2013 çултанпа пурнăçа кĕртме пуçланă. Çак тапхăрта 890 магазина, 20 склада пĕтĕмĕшле автоматизацилесе çитернĕ. Çакна пурнăçлама 250 млн тенкĕ янă. Тăкакне кура уссине те палăртмалла. Суту-илÿ сетьне автоматизацилени магазинсен ĕçне тухăçлăрах тăвать, поставщиксенчен тавар туяннă чух хакне йÿнеçтерме пулăшать.
Ĕçлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче аптекăпа çĕвĕ цехĕн, çăкăр завочĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма май килчĕ. Курмалли, каласа памалли чылай. Чăвашпотребсоюз тытăмĕн ĕçченĕсем алă усса лармаççĕ, конкуренци тапхăрĕнче хăйсен вырăнне шыраççĕ. Çакă вара пĕр кунхи ĕç мар. Кун пирки канашлăва пĕтĕмлетнĕ май «çавра сĕтеле» пухăнса калаçрĕç, çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç, умри тĕллевсене палăртрĕç. Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов журналистсене тачă çыхăнура ĕçленĕшĕн тав турĕ, малашне те çакăн пек турсем йĕркелесе лару-тăрупа туллинрех паллаштарассине пĕлтерчĕ. Пытарма кирлĕ мар ĕнтĕ, вырăнсенчи потребительсен обществисем ялсенче пурăнакансемшĕн уйрăмах çывăх пулса юлаççĕ. Çулсеренех вĕсен ыйтăвĕсене татса парассипе, ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерессипе, хушма хуçалăха аталантарма пулăшассипе тимлеççĕ.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.