08 июня 2018 г.
Самушка ялĕн çул тăваткалне асфальт çулпа пĕр чăрмавсăрах çитетпĕр-ха. Гагарин урамĕнчи Васильевсемпе курнăçма палăртнăччĕ. Ара мана темиçе ыйту канăç памасть-çке. Чылай çул Шупашкарта пурăннăскерсене яла таврăнма мĕн хистенĕ? Куншăн вара паян Юрий Васильевичпа Тамара Васильевна ÿкĕнмеççĕ-ши?
Хĕрарăма килте тытса пулмарĕ. Вăл темиçе çурт урлă пурăнакан ватă мăнаккăшĕ патне каçнă-мĕн. Пĕчĕкрех кĕлеткеллĕ арçын вара ĕне выльăх витинче ĕçлекелетчĕ. Тарават кил хуçи пÿрте кĕрсех калаçса ларма сĕнчĕ.
- Ялтан эпир нихăçан та писмен, ăна нихăçан та пăрахман. Çамрăк чухне те Шупашкарта пурăннă вăхăтра эрнесеренех килсе çÿренĕ, атте-аннене пулăшса тăнă, - палăртать Ю.Васильев. Вăл Канаш районĕнче çуралса ÿснĕ, Тамара Васильевнăпа çемье çавăрсан Самушка уншăн тăван кĕтес пекех хаклă пулса тăнă. Çавăнпа канмалли кунсенче Элĕк енне васканă та.
Васильевсем аслă ăрурисемпе пĕрле кил-çурта çĕнетессипе, çирĕплетессипе те ĕçленĕ. Пĕррехинче хуларан яла килнĕ кĕрÿшне хуняшшĕ хăйĕн патне чĕнсе илнĕ те калаçу пуçарнă. Ĕмĕрĕпех вырăнти ял хуçалăх предприятийĕнче утарçăра ĕçленĕскер килте те вĕлле хур- чĕсем тытнă. Çав тапхăрта 70-е яхăн вĕлле пулнă. «Эпĕ вилсен çак хурт-хăмăра кам пăхĕ-ши? Пĕтĕмĕшлех пĕтеççĕ ĕнтĕ», - пăшăрханса пĕлтернĕ ватă çын. Хуняшшĕн сăмахĕсем Юрий Васильевичăн чĕринех пырса тивнĕ, çавăн чухне ĕнтĕ аслă ăрури çынна: «Хамăрăн урасем утнă чухне вĕлле хурчĕсене те пĕтермĕпĕр, кил вучахне те сÿн-термĕпĕр», - тенĕ арçын.
2009 çулта Тамара Васильевна Агрегат заводĕнче 35 çул ĕçленĕ хыççăн чирлĕ амăшне пăхмалла тăван яла таврăннă. 2013 çулта вара тăватă теçетке çул электромонтерта тăрăшнă арçын та Самушкăна куçнă. Ашшĕ-амăшĕ пурăннă чухнехи пекех кил картинчен выльăх-чĕрлĕх те татăлман. Кил хуçи арçынĕ хуняшшĕне сăмах панă пекех вĕлле хурчĕсене те пĕтермен. Паллах, унчченхипе танлаштарсан вĕсен шутне кăштах чакарнă.
- Яла куçса килнишĕн ÿкĕнместĕр тетĕр-и? Вуçех те. Ĕçрен хăраман çын ялта нихăçан та выçса вилмест. Кунта вара ĕçлесе тăранса пурăнма, ачасемпе мăнуксене пулăшма пĕтĕм май пур, - палăртать 68-ти кил хуçи.
Васильевсем ытти ял çыннисем пек сĕте патшалăха памаççĕ. Унран тĕрлĕ юр-вар хатĕрлеççĕ. Мăнукĕсем турăх, тăпăрч юратнине пĕлсе кашни канмалли кун валлиех çемçе турăх янтăлаççĕ. Çулла пахча çимĕçрен пысăк тупăш илессишĕн тимлеççĕ. Çакна валли икĕ теплица маçтăрланă. Пушă вăхăт тупăнсан сиплĕ курăк пуçтарма çÿреççĕ. Ахаль кăна типĕтсе хатĕрлемеççĕ ăна. Ÿсен-тăранри усăллă япаласене ытларах упраса хăварас тесе «Лечебные письма» журналти сĕнÿсене тĕпе хураççĕ. Сăмахран, акă, «Иван чай» курăкне татса килсен аш арманĕпе авăртаççĕ, хыççăн çеç типĕтеççĕ. Лавккаринчен тутипе те, усăллăхĕпе те темĕн чухлĕ лайăхрах. Ытти чухне нимĕн усăсăр шутланакан лачака курăкĕ те ал-ура ыратнине ирттерет иккен.
Çулталăк каялла инсульт пуличчен Вырăс Сурăмĕнчи «Варкăш» фольклор ушкăнне çÿренĕ. Вырăнти артистсемпе пĕрле тĕрлĕ çĕре концертпа çитнĕ.
- Халĕ хăш-пĕр уявсене çеç хутшăнатăп. Темĕн пекех юрлаттарса ташлаттарас килет те. Чир хыççăн пÿрнесем питех итлесшĕн марри пĕтерет, - пăшăрханса палăртать вăл. Ара, мĕн ачаранпах купăспа туслă пулнă та халĕ унран мĕнле писĕн ĕнтĕ. Юрий Васильев каланă тăрăх, вăл çимĕк кунĕнче çуралсан чылай аслăрах пиччĕшĕ купăс миххине унăн каснă чĕрнине янă. Çапла майпа купăспа «туслаштарнă». Амăшĕ клубра тасалăхпа тирпейлĕхшĕн яваплă пулнăран унпа пĕрле тăтăшах культура учрежденине кайнă. Çавăнпа та пушă вăхăт тупăнсан унти купăссене «нăрт-нарт» туса турткаласа илме ĕлкĕрнех. Кăштахран тĕрлĕ кĕвĕ-çемĕ калама та вĕреннĕ. 10-мĕш класра чухнек баян калама хăнăхнă.
Тамара Васильевна çулсеренех тĕрлĕ пахча çимĕç калчисем çитĕнтерет. Хĕл кунĕсенче вара мăнукĕсене валли вĕсен пÿртрех хăяр ÿсет. Эпир пынă чухне те çеçкесем çинче темĕн вăрăмăш хăярсем çакăнса тăратчĕç. Сывпуллашнă май Ю.Васильев ялти ырлăх-пурлăха нимĕнпе те танлаштарма май çуккине пĕлтерчĕ.
Эльвира КУЗЬМИНА.