15 июня 2018 г.
Ял-хулари шкулсенче юлашки шăнкăрав янăраса иртрĕ ĕнтĕ. Апла пулин те вĕренÿ çулĕпе сывпуллашма иртерех: яш-кĕрĕме экзаменсен хĕрÿ тапхăрĕ кĕтет, кĕçĕнрех ÿсĕмрисене вара - пиллĕк-мĕш чĕрĕк.
«Халиччен тăватă чĕрĕкчĕ-çке. Ăçтан тупăнчĕ теп-ри?» - тесе тĕлĕнетĕр ахăртнех. Ку вăрттăнлăха Ара Мишшин тинтерех Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă кăларăмĕ çеç уçса парайĕ. Икĕ чĕлхепе - вырăсла тата чăвашла - кун çути курнăскер шăпах «Пятая четверть. Пиллĕкмĕш чĕрĕк» ятлă. Вăтам классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ кĕнекен редакторĕ - Ольга Иванова, ÿнерçи - Татьяна Немцева, тиражĕ - 1000 экземпляр.
Çамрăк вулакансем Ара Мишши (Михаил Николаевич Краснов) çыравçă, журналист ятне аван пĕлеççĕ. Тухăçлă ĕçлекен автор çĕнĕрен те çĕнĕ хайлавсем шăрçалать, литература уявĕсене хутшăнать, вулавçăсемпе тĕл пулать. 2015 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче унăн пĕрремĕш кĕнеки - «Çамрăк юланутçă» - пичетленнĕччĕ. Пĕлтĕр Михаил Николаевич шăпăрлансене «Пĕрремĕш утăмсем. Первые ступеньки» кăларăмпа савăнтарчĕ. Кăçал акă кăшт аслăрах ÿсĕмри ачасене черетлĕ калавсен пуххи парнелерĕ.
А.КИРИЛЛОВА.