19 июня 2018 г.
Пирĕн çĕршывра Атте кунне паллă тăвасси юлашки çулсенче вăй илсе пырать. Вăл яланах июнĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче килет. Районти тĕп библиотекăра çавна май «Вучах» клубне çÿрекенсемпе «Сăмах - атте çинчен» тематика каçĕ ирттернĕ. Атте кунне Раççейре официаллă уявсен шутне кĕртмен пулсан та, çĕршывăн 7 субъектĕнче çав-çавах ăна саккунпа çирĕплетнĕ.
Мероприятире асăннă клубăн членĕсем çак уявăн историйĕпе паллашнă. Кашниех хăйĕн ашшĕ çинчен каласа панă, ачалăхри интереслĕ самантсем çинче чарăнса тăнă. Çавăн пекех хаваслă та шÿтлĕ конкурссенче хутшăннă. «Атте - çемье тĕрекĕ» кĕнеке куравне та вĕсем кăмăлпа йышăннă.
Çак уяв «çамрăк» пулин те, çемьешĕн чи кирлĕ никĕсе хывма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.