22 июня 2018 г.
Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи па-йĕн кăтартăвĕсем тăрăх, ял хуçалăх организацийĕсенче тата хресчен-фермер хуçалăхĕсенче 2018 çулхи январь-май уйăхĕсенче вăтам ĕç укçи 20 858,6 тенкĕпе танлашнă. Çакă 2017 çулхинчен 7,2 процент нумайрах.
«Новый путь» хуçалăх кăтартăвĕ пысăкрах. Пĕр çын пуçне илсен, шалу 23 892,1 тенкĕ пулнă.
Иртнĕ пилĕк уйăх кăтартăвĕсене илсен, ял хуçалăх отраслĕнче пурĕ 186 çын ĕçлени палăрнă.