АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă çинчен - кĕнеке куравĕ

22 июня 2018 г.

1941 çулхи июнĕн 22- мĕшĕ – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă кун. Ку Раççей историйĕнчи чи хурлăхлă кунсенчен пĕри. Çав ятпа Элĕкри ача-пăча библиотекинче «Вăрçă çинчен пире кĕнеке аса илтерет» ятпа кĕнеке куравĕ хатĕрленĕ.

Унта нумай тĕрлĕ литература вырнаçтарнă. Кусем - вăрçă пуçланни, совет салтакĕсен паттăрлăхĕ, ахаль çынсен хастарлăхĕ, вăрçă ачисем хăйсен ĕçĕпе тата харсăрлăхĕпе фронта пулăшни çинчен çырнă кĕнекесем тата хаçатсемпе журналсенчи статьясем. Куравра çавăн пекех вăрçа хутшăннисен дневникĕсемпе асаилĕвĕсем, фронтран янă çырăвĕсем, ÿкерчĕклĕ материалсем.

Вăрçă çинчен çырнă кĕнекесем пире асаттесемпе ватă асаттесен паттăрлăхĕ çинчен пĕлме пулăшаççĕ. Хаяр вăрçă витĕр тухнисене чĕресенче упрани кирлех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика