АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ешĕл курăк сĕт хушать

29 июня 2018 г.

Çу кунĕсем - сĕт сăвассине ÿстермелли чи лайăх вăхăт. Çавна тĕпе хураççĕ те ял хуçалăх организацийĕсенче. Ĕнесене ешĕл курăкпа тулăх тăрантараççĕ. Рациона концентрат та кĕртеççĕ, витаминлă, минераллă япаласемпе те тивĕçтереççĕ.

Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче пулни куçкĕрет. Районĕпе илсен, хальхи вăхăтра кашни ĕне куллен 15 килограма яхăн сĕт антарать. Кăтарту, пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан, лайăхрах.

Сĕт суса илессипе «Новый путь» хуçалăх яланхиллех малта пырать. Кунти ĕнесем талăкра 26-шар килограмм ытла сĕт параççĕ. Ульянов ячĕллĕ, «Авангард» хуçалăхсен кăтартăвĕсем те япăх мар.

Сăвакан ĕнесен шучĕ ÿссе пынине те палăртма кăмăллă. Иртнĕ çул çак вăхăтра 576 ĕне шутланнă пулсан, халĕ - 602 пуç. Ку енĕпе «Новый путь» тата «Авангард» хуçалăхсем ырă улшăну тунă.

Сĕт таварлăхне кирлĕ пек тытса пыни те пĕлтерĕшлĕ. Ку хисеп Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра 96,6 процент, «Новый путь» хуçалăхра 95,5 процент. «Авангард» ял хуçалăх предприятийĕнче сĕте вырăнта ытларах тăкаклани палăрать - 88,3 процент.

Надежда ВАСИЛЬЕВА,

район администрацийĕн

ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн специалисчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика