АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «112» пулăшать

06 июля 2018 г.

«Чăваш Республикин территорийĕнче 112 номерпе оперативлă пулăшу паракан службăсене чĕнмелли тытăма тивĕçтерессин эксплуатаци тытăмне туса хурассин, аталантарассин тата йĕркелессин положенине çирĕплетни çинчен» 2012 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнчи 426-мĕш №-лĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн постановлени- йĕпе килĕшÿллĕн республикăра 112-тытăма тăвас ĕç вĕçленсе пырать. Асăннă пулăшу тытăмĕ Чăваш Республикин «Чăваш Енри шыравпа пулăшу служби» хысна учрежденине кĕрет. Вăл хăйĕн ĕçне 2017 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнчен тест режимĕпе пуçланă. Иртнĕ çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 23-мĕшĕччен 112 тытăм республика территорийĕнче опыт эксплуатацийĕн тапхăрĕ витĕр ăнăçлă тухнă. Çавна май Раççейри çыхăну комитечĕн министерстви «112» номере усă курма ирĕк панă.

112 тытăмăн тĕп тĕллевĕ шутне васкавлă оперативлă службăсене чĕнессине «пĕр чÿрече» принциппа йĕркелесси кĕрет.

Асăннă тытăм муниципалитет пĕрлешĕвĕсен пĕрлехи дежурнăйпа диспетчер службисене информаци тĕлĕшĕнчен тивĕçтерме кирлĕ. Вăл «112» номер çине халăхран е хăрушлăх объекчĕсен мониторингĕн сигнал тытăмĕнчен килнĕ вызова йышăнассипе тата хатĕрлессипе ĕçлет. Унсăр пуçне пулăшу кирлине пĕлтерсе шăнкăравпа тухакана васкавлă службăсен дежурнăйпа диспетчер службисемпе çыхăнтарасси те вĕсем çинчех.

2018 çулта уйăхсерен ку тытăм опыт эксплуатацийĕ режимра 65 пинрен пуçласа 71 пин таран шăнкăрав йышăннă. Вĕсен шучĕ ÿссех пырать (сăмахран, пĕлтĕр декабрьте 20 пин пулнă, кăçал май уйăхĕнче 70 пин шăнкăрав регистрациленĕ). 3 хут ытларах ÿснĕ вĕсен хисепĕ. Пĕр оператор патне талăкне вăтамран та 675 шăнкăрав килет. Атăлçи Федераци округĕн çывăхри регионĕсенчи пĕр оператор талăкра Тутарстанра - 353, Чулхула облаçĕнче - 313, Мари Элта 286 шăнкăрав йышăнать.

«112» номер çине стационар, кĕсье телефонĕсенчен шăнкăравласа тухма пулать. Сим-карта çук телефонпа та çак номерпе çыхăнма май пур. Шăнкăравсене тÿрех е пушар чаçне, е полицие, е больницăна, е газ, «Антитеррор», е ытти службăсене ярса параççĕ.

Çавăнпа та Чăваш Республикинче пурăнакансене асăрхаттарса калас килет: справка е консультаци çеç илес тĕллевпе «112» номер çине ан шăнкăравлăр, мĕншĕн тесен оператор хăйĕн ĕçĕнчен пăрăнса сире хурав панă вăхăтра тепĕр çынна чăннипех те оперативлă службăсен васкавлă пулăшăвĕ кирлĕ пулма пултарать. Çакна ăнланасса шанас килет.

Анжелика СИЛИВЕСТРОВА хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика