06 июля 2018 г.
Республикăра нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшу парасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем парасси çинчен» Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшÿллĕн çĕр участокĕсемпе тÿлевсĕр тивĕçтерес енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ.
Асăннă саккун вăя кĕнĕренпе нумай ачаллă 6798 çемье çĕр лаптăкĕсен хуçисем пулса тăнă, çав шутран кăçал - 268 çемье.
4460 çемье пурăнмалли çурт-йĕр тума, 2284 çемье килти хушма хуçалăха аталантарма, 54-шĕ дача строительстви валли çĕр илнĕ.
Çакна палăртмалла, саккунпа килĕшÿллĕн çемьесене çĕрпе тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ. Çавна вырăнти хăй тытăмлăх органĕ пурнăçлать.
Тÿлевсĕр харпăрлăха панă çĕр лаптăкĕсемпе тĕллевлĕ усă курас тесе нумай ачаллă 418 çемье пурăнмалли çурт тума ирĕк илнĕ. Çав шутран 256-шĕ ĕçе тытăннă, 47 çемье пÿрт çĕкленĕ. Нумай ачаллă çемьесем çĕрпе тĕллевлĕ усă курнипе пĕрлех ку пурлăха сутма, ăна тытса тăма, усă курма пама, çемье членĕсен интересĕсене хирĕçлени çук пулсан, ытти майпа та усă курма пулать.
С.ИВАНОВА.