06 июля 2018 г.
Çемьере ача çурални яланах пысăк телей. Вăл шăпа парни-çке, Турă панă «телей кайăкĕ». Çав «асамçă», пĕчĕк чун çын пурнăçне пачах улăштарма хистет, çут тĕнче çине урăхла пăхтарать.
Каярахпа кунсем, уйăхсем, çулсем, савăнăçлă та пăлхануллă самантсемпе иртеççĕ, анчах та ача çуралас умĕнхи тата ашшĕпе амăшĕ чи пĕрремĕш хутчен пепкене алла тытса курнă самант нихăçан та манăçмасть, ăна урăх нимĕнпе те танлаштараймăн. Амăшĕн туйăмĕсене сăмахпа та ăнлантарса çитереймĕн. Ача сасси пур чухне çемье те тулли.
Акă, Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ тĕлне районти ЗАГС пайĕ кăçал 45-мĕш пепке çуралнине регистрациленĕ. Мăн Вылăра пурăнакан Александрпа Надежда Сергеевсен çемйине пĕрремĕш «телей кайăкĕ вĕçсе килнĕ» - ывăл çуралнă. Пĕчĕкскере çамрăк мăшăр Дмитрий ят панă. Савăнăçлă пулăмпа ашшĕне район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ертÿçи Л.Артемьева, районти халăхăн социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Г.Григорьева саламланă.
Раççейĕн çĕнĕ гражданинĕн, ачан пурнăçĕнче хаваслă та паллă пулăмсем нумай пулĕç, çапах та çуралнă кунĕ, вăл çут тĕнчене килнĕ вăхăт, уншăн чи кирли пулса юлать тата ашшĕ-амăшĕшĕн те манăçми самант вырăннех пулĕ.
К.Даринина.