АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт хыççăн çурт çĕкленет

10 июля 2018 г.

Выльăхсен йышне, выльăх чĕрлĕх продукчĕсен производствине ÿстересси – район ертюçисен тĕп задачисенчен пĕри. Выльăх чĕрлĕх ĕрчетессине малалла аталантарма фермăсене модернизацилемелле тата çĕнĕрен тумалла.

“Новый путь” хуçалăхра тата тепĕр ферма тума тытăннă. Мăн Шĕвĕш ялĕнче хăйсен вăйĕпе 100 пуç ĕне выльăх самăртма çурт тăваççĕ. Проект хакĕ – 10 миллион тенкĕ. Паянхи куна илсен, çĕр ĕçĕсене пурнăçланă, тимĕр-бетон каркассене тунă, шыв пăрăхĕсем хывма, канализаци тума палăртнă.

Хуçалăх ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 2364 гектар çĕрпе усă курать. Предприяти ĕне выльăх йышне ÿстерсе, çĕнĕ выльăх-чĕрлĕх çурчĕсене ĕçе ярса, çул хыççăн çул ăнăçлă аталанса пырать.

Районăн 2020 çулчченхи социаллă – экономика аталанăвĕн комплекслă инвестици программине пурнăçласа, 2017 çулта хăйсен вăйĕпе “Новый путь” хуçалăхра Мăн Шĕвĕшре тырă тасатмалли комплекс тата витнĕ йĕтем, Анатри Юлăш ферминче 50 пуç валли пăрулаттармалли уйрăм, Чăваш Сурăмĕнче 100 пуç вырнаçмалăх пăру вити, çавăн пекех утă хранилищи тата механизаторсен çуртне çĕкленĕ, ĕçе янă. Пĕтĕмĕшле проект хакĕ - 23,8 миллион тенкĕ.

Надежда ВАСИЛЬЕВА,

район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн специалисчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика