АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕлетке виçи чĕре çине витĕм кÿрет

13 июля 2018 г.

Кĕлетке виçи чĕре çине витĕм кÿрет

Чылай чир-чĕр пирки паянхи кун вĕсем «çамрăкланнă» тесе каланине илтме пулать. Вĕсен шутне миокард инфарктне те кĕртме пулать. 2017 çулта Чăваш Республикинче асăннă миокард инфаркчĕпе 1053 тĕслĕхе регистрациленĕ. Вĕсенчен 436-шĕнче çын пурнăçĕ татăлнă. Ку 41,4 процентпа танлашать. Пирĕн районта пĕлтĕр 20 тĕслĕх пулнă. Вĕсенче 10 çын вилнĕ. Ку - 50 процент. Кăçал, шел пулин те, асăннă инфарктпа чирленĕ 5 тĕслĕхе шута илме те ĕлкĕрнĕ. Çавăнпа та миокард инфаркчĕпе ун профилактики çинчен кашнинех пĕлмелле.

Çак чирпе чирлессин тĕп сăлтавĕ шутне артери юн пусăмĕ виçерен ÿсни (гипертони), тромбоэмболи пуçарнă юн тымарĕсен атеросклерозĕ (95 процент тĕслĕх) кĕрет. Юн тымарĕсем çинче юна чупма чăрмав кÿрекен тĕвĕсем тухаççĕ.

Миокард инфаркчĕ чухне кĕтмен çĕртен чĕре тĕлĕнче ыратма пуçлать тата вăл 20 минутран пуçласа темиçе сехетех тăсăлать (хăш чухне талăкĕпех). Енчен ыратни нумай вăхăта тăсăлать пулсан, çакă инфаркт чĕре мышцисен çĕнĕ те çĕнĕ вырăнĕсене хавшатнине пĕлтерет. Нумай чухне хыттăн, пĕçертсе е пусăнчăклăн ыратать. Инфаркт чухне кăкăр шăмми хыçĕнче тата кăкăрăн сулахай енче ыратать. Майĕ-пен ыратни сулахай хулпуççи, хул калакки хушшинчи çурăм, мăй тата янах çине куçать, Ыратма пуçласан чирлĕ çын тÿ- рех вăйсăрланать, канăçсăрланать, кăкăр пÿлĕнме пуçлать, ăна сывлăш çитме пăрахать. Çыннăн ÿт тĕсĕ улшăнать, сивĕ тар сиксе тухать. Артери пусăмĕ малтанах хăпарать, кайран чакать.

Хăш чухне миокард инфаркчĕн симптомĕсем урăхла характерлă пулаççĕ. Ун пек чухне унăн диагностикине палăртма та йывăр. Сăмахран, абдоминаллă форма пулать. Унăн палли - хырăмăн çÿлти пайĕнче ыратни, хырăм хăпарни, ăш пăтранни, хăсăк тухни. Кун пек чухне инфарктăн паллисем панкреатит чухнехи пек пулаççĕ.

Астма евĕрлĕ форма чухне чирлĕ çын кăкăрĕ ытларах пÿлĕнет. Инфарктăн паллисем бронх астмин приступĕ чухнехи пек пулаççĕ.

А типлă синдром инфаркт вăхăтĕнче ыратни кăкăр шăмми тĕлĕнче мар, алăра, хулра, янах çинче, вĕче шăмми хушшинче ыратни туйăнать. Инфаркт ыратмасăр сайра хутра çеç пулать. Вăл кунашкал аталанни сахăр диабечĕпе чирлекенсен палăрать,

Церебраллă форма та пуç ыратнипе, ăс-тăн улшăннипе, неврологи симптомĕсемпе палăрать.

Инфаркт пулма пултаракан паллăсене сиссен вăхăта çухатмасăр васкавлă медицина пулăшăвĕ чĕнĕр! Мĕн чухлĕ иртерех çынна сиплев учрежденине илсе çитеретĕр, çавăн чухлĕ ăна çăлса хăварас шанчăк пысăк пулĕ.

Васкавлă пулăшу килсе çитиччен чирлĕ çынна тăратса лартмалла. Ĕнси айне минтер хуни те лайăх. Сывлама çăмăл пултăр тесе кĕпине салтмалла, мăй çинчи тăвăрлатакан япаласем (галстук е шарф) пулмалла мар. Асапланакан çыннăн чĕлхи айне тÿрех нитроглицерин эмелĕ хумалла е спрей йышшине, ал айĕнче пур пулсан, сапмалла. Енчен те çак эмелпе пĕрремĕш хут усă куратăр пулсан, унăн дозине çуррине çеç памалла. Нитроглицерина кашни 5 минутра çынна лартса е тăратса памалла. Анчах та унпа 3 хутран ытлашши усă курмалла мар. Çакна та асра тытмалла, нитроглицерин артери пусăмне антарать, çавăнпа та чи малтан юн пусăмне виçмелле. Енчен те вăл 110Ÿ70 мм.рт.ст. пĕчĕк пулсан çынна вырттармалла та урисене кăшт çÿлелле çĕклемелле. Нитроглицерин çук пулсан чирлĕ çынна аспирин пама та пултаратăр.

Чиртен сыхланмалли мел вăл - профилактика. Çавăнпа та сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, час-часах сывлăха тĕрĕслемелле. Миокард инфаркчĕ ан пултăр тесен кĕлетке виçине сăнаса тăмалла, организмри веществосен ылмашăвĕ лайăхлантăр тесен вăй-хал ĕçне пурнăçлама тăрăшмалла, пирус туртма тата эрех-сăрапа иртĕхме пăрахмалла, юнри холестерин, сахăр шайне тĕрĕслесе тăмалла, тĕрĕс апатланмалла, нумайрах пахча çимĕç, улма-çырла, клетчатка пур çимĕçсем çимелле тата артери пусăмне виçсе тăмалла. Енчен юн пусăмĕ виçерен ÿсет пулсан эмел ĕçсе йĕркелесе ямалла. Анчах та мĕнле сипленмеллине тухтăр кăна сĕнме пултарать.

С.Иванова, врач-кардиолог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика