АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăввисем пурăнма вĕрентеççĕ

17 июля 2018 г.

Пурте юратакан поэт, гуманист, ырă чун-чĕреллĕ Андрей Дементьев пур ÿсĕмри вулакансемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Унăн сăввисене çĕр пичĕн пур кĕтесĕсенче те пĕлеççĕ, юратаççĕ. Вĕсенче вырăс сăмахĕ анлă янăрать. Пурăннă пулсан вăл кăçал июлĕн 16-мĕшĕнче 90 çул тултаратчĕ. Элĕкри тĕп библиотекăн вулав залĕнче «Очаг» клуб членĕсем валли «Ку чухнехи аслă поэтăмăр» ятпа литература каçĕ иртнĕ. Унта Андрей Дементьев пурнăçĕ тата пултарулăхĕ, вăрçă çулĕсенчи асаилĕвĕсем çинчен каласа панă. Çавăн пекех унăн сăввисемпе çырнă паллă юрăсем - «Аленушка», «Лебединая верность», «Отчий дом» тата ыттисем те янăранă. Хыççăн «Очаг» клуб членĕсем авторăн юратнă сăввисене хавхаланса вуланă. Хайлавсем çынсене пурăнма вĕрентнине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика