АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхсем чылай пулчĕç

17 июля 2018 г.

Çĕнĕлĕхсем чылай пулчĕç

Республикăри «Уй кунĕ - 2018» курав-демонстраци июлĕн 12-13-мĕшĕсенче иртнĕ. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре Чă-ваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Вăл çак мероприятие пысăка хурса хакланă. Уй кунĕ ял хуçалăх культурисен çĕнĕ технологийĕсемпе, хальхи агротехникăпа, пысăк тухăçлă сортсемпе, çавăн пекех пĕр-пĕрин ĕçĕпе паллашма, ĕçлĕ хутшăнусем тума май панине палăртнă. Мероприятие республикăри тата Раççей регионĕсенчи 40 ытла организаци хутшăннă. Вĕсен шутĕнче ял хуçалăх техники тата оборудовани, ÿсен-тăрансене хÿтĕлемелли 20 тĕрлĕ хатĕр, минераллă удобренисем тăратакан 23 организаци. Çавăн пекех ял хуçалăх техники тата оборудовани 100 единица ытла кăтартма тăратнă, çав шутра пĕчĕк механизаци, килти хушма хуçалăхсем валли пĕчĕк калăпăшлă ял хуçалăх техникин хатĕрĕсем.

Курава уçнă çĕре Элĕк район делегацийĕ те хутшăннă. Ку йышра район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина, район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Александр Петров, хресчен-фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем: Владимир Матвеев, Станислав Андреев, Олег Михайлов.

Кăçалхи Уй кунĕн уйрăмлăхĕ те пулнă. Кунта агрономи службин специалисчĕсем валли агрономи олимпиадине пуçласа йĕркеленĕ. Курава пынисене ял хуçалăх культурисен - пăрçа, сĕлĕ, урпа, хуратул сорчĕсен лаптăкĕсене кăтартнă. Сойăн çĕнĕ сорчĕн коллекцийĕсем уйрăмах кăсăклантарнă. Вĕсене     республикăри тăпрапа климат условийĕсене хăнăхтарнă.

Е.ТИМОФЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика