АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тенисем ĕçре те, уявра та маттур

17 июля 2018 г.

Тенисем ĕçре те, уявра та маттур

Ял уявне ирттерни тăван тăрăхпа, çĕршывпа этем хушшинчи çыхăнăва упрама пулăшать. Мĕнпур ял-йыша, тăвана, тус-юлташа пухăнмалли сăлтав туса парать. Çавна май ĕлĕкхи йăла-йĕрке те çĕнĕрен «чĕрĕлет», мĕншĕн тесен тăван халăхăн культури тата йăли чăвашсен пурнăçĕн пĕр пайĕ пулса тăрать. Ял уявĕ - ĕç çыннин, ял-салана аталанма пулăшнă çынсен тата тăван кĕтесĕн малашлăхĕпе шăпишĕн тăрăшакан çамрăк ăрăвăн уявĕ.

Иртнĕ кану кунĕсем Тени ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн питех те савăнăçлă иртнĕ. Вĕсем пурте туслăн ял уявĕнче савăннă. Тенисен ял уявне ирттересси 2016 çултанпа йĕркеленсе пырать. Праçнике ял халăхĕ, хăнасем, ача-пăча чылаййăн пухăннă. Вырăнти культура çурчĕ çумĕнче пуçтарăннă ял-йыша чи малтанах Тени ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Васильева саламланă. Уяври ăшă саламсем çумне район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Светлана Герасимова тата Тени ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Геннадий Соколов та хутшăннă.  

Чи пахи вара - вырăнти пултарулăх коллективĕн тата саламлама килнĕ хăнасен концерчĕ. Унсăр пуçне ял тăрăхĕнче чи çамрăккипе чи аслă çынна палăртса парне памасăр та май çук. Кусем - Милена Капарова тата тивĕçлĕ канури Анна Павловна Павлова. Çавăн пекех чылай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене чыслассине те манса хăварман уява йĕркелекенсем. Парнепе пĕрлех юрă саламне те хапăлласах йышăннă. Юлашкинчен пухăннисем хаваслă дискотекăра ташласа савăннă.

А.Кириллина.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика