АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайăк грипĕ ан çиттĕр

17 июля 2018 г.

Июлĕн 16-мĕшĕнче район администрацийĕн акт залĕнче чрезвычайлă лару-тăру тата пушар хăрушсăрлăхĕпе ĕçлекен комиссин черетсĕр ларăвĕ пулчĕ. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Ларăва комисси председателĕ Александр Терентьев ертсе пычĕ. Кун йĕркипе килĕшÿллĕн районти ветеринари станцийĕн начальникĕ Валерий Афанасьев сăмах илчĕ.

- Кăçалхи июлĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин тăватă район территорийĕнче - Комсомольски, Патăръел, Елчĕк тата Çĕрпÿ районĕсенчи килти хушма хуçалăхсенчи вилнĕ чăхсен патологи материалĕн тĕслĕхĕнче «Чăваш Республикинчи ветеринари лабораторийĕ» бюджет организацийĕ тĕпчев ирттернĕ хыççăн кайăксен грипĕн диагнозне лартнă. Диагноза çирĕплетес тесе патологи материалне Владимир хулинчи лабораторире тĕрĕслеттернĕ. Диагноз тĕрĕсси, чăхсем чăннипех те кайăк грипĕпе чирли палăрнă, - терĕ Валерий Михайлович.

Йĕпреç районĕнчи килти хушма хуçалăхсенчи бройлерсен виллисене Чăваш Ен ветеринари лабораторийĕнче тишкернĕ хыççăн кайăксен грипĕн диагнозне лартнă. Çавна май Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин «Кайăксен грипне хирĕç кĕрешес енĕпе правилăсене çирĕплетни çинчен» хушăвĕпе килĕшÿллĕн мерăсем йышăннине палăртрĕ Валерий Афанасьев.

2018 çулхи июлĕн 11-мĕшĕнче Шупашкар хулинче Правительствăн выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен чрезвычайлă комисси ларăвĕ иртнĕ. Унта «Чăваш Республикин территорийĕнче кайăксен грипĕ енĕпе малтанлăха палăртнă кăтартăвĕсем çинчен» ыйту пăхса тухнă.

- Кайăксем сиенленесси чирлипе пĕрле пулнипе, апат, айсарăмĕ, ĕç хатĕрĕсем урлă пулать. Чир çынна та чирлĕ выльăха пăхнă, пусса тирпейленĕ чухне, çавăн пекех пĕçерсе çитереймен аш-какай, çăмарта урлă ерме пултарать, - палăртрĕ ра- йонăн тĕп ветеринари врачĕ.

Чир паллисем - кайăк питех хускалмасть, пуçне час-часах çĕклет, мăйĕ кукăрăлать, шалкăм çапма пултарать. Чирлĕ чăхсем малтанхи 1-5 кунсенче 100 процент, кăвакалсем 30 процент таран вилме пултараççĕ.

Элĕк ен чир-чĕр енĕпе сывă район шутланать. Апла пулин те кайăк грипĕнчен асăрхани кирлех. 2018 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче Элĕк салинчи пасара сутма илсе килнĕ чăхсене, чĕпĕсене, кăвакал чĕпписене пăхса тухнă, кирлĕ документсем пуррине тĕрĕсленĕ. Çав кунхинех ветеринари ĕçченĕсемпе канашлу ирттернĕ. Суту-илÿ лапамне дезинфекциленĕ. Ветеринари ĕçченĕсем килти хуçалăхсенчи чăхсене те пăхса тухаççĕ.

Районăн чрезвычайлă лару-тăру, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче ытти çивĕч ыйтусене те сÿтсе яврĕç. Валерий Афанасьев чупса çÿрекен йытăсене пĕтерме района укçа-тенкĕ уйăрса пани çинчен пĕлтерчĕ. Хальлĕхе çак суммăна вуçех те тăкакламан-ха.

Ятарлă программăсен секторĕ, гражданла сыхлав тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен ертсе пыракан специалист Владимир Никитин шыва кĕнĕ чухне питĕ асăрхануллă пулмалли çинчен каларĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ икĕ эрнере республикăра 12 çын шыва путса вилнĕ, çав шутран 4-шĕ ачасем. Ку енĕпе пирĕн районти кăтарту та савăнтармасть. Иртнĕ çичĕ уйăхра 3 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.

- Пĕвесене шыва кĕме ятарласа хатĕрлени кирлĕ. Услови тивĕçтермест пулсан «Шыва кĕме юрамасть» паллă пулмалла, - асăрхаттарчĕ В.Никитин.

Елена ТИМОФЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика