АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисепе тивĕçлĕ çулта

17 июля 2018 г.

Хисепе тивĕçлĕ çулта

Иртнĕ вырсарникун Вутлан ялĕнчи Степан Иванович Иванов хăйĕн сумлă юбилейне - 90 çулне уявларĕ. Ăна саламлама ывăлĕ-хĕрĕ, мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем, кÿршĕсем йышлăн пухăнчĕç.

Степан Иванович - ялти арçынсенчен чи ватти, хăй ĕмĕрĕнче пурнăç тути-масине ытлашшипех астивнĕ. Çĕпĕре кайнă чухне амăшне, куç хупнăскерне, Вăрнарта çухатса хăварнă, ашшĕ ĕç çарĕнче (труд арминче тенĕ ун чухне) пуçне хунă. Хăй Çĕпĕр «кулачне» куççульпе тăраниччен çинĕ хыççăн тăван яла таврăннă та ĕмĕр тăршшĕпех колхозра ĕçленĕ. Йывăç лартнă, хăй ĕмĕрĕнче виçĕ пÿрт çĕкленĕ, мăшăрĕпе тăватă ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Тăван çĕршыв умĕнчи арçын тивĕçне чыслăн пурнăçланă, Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. Ватă салтак ывăлĕсемпе пĕрле пĕр взвод салтак ÿстернĕ, халĕ мăнукĕ Степан аслашшĕн аташĕ, çак чыслă тивĕçе контракт мелĕпе малалла пурнăçлать.

Ашшĕне, аслашшĕне тата кукашшĕне саламланă кун тăватă ăру çыннисем хисеплĕ ватăпа ĕмĕр асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.

Ананий ИВАНОВ, Вутлан ялĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика