АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç уттинчен юлман

20 июля 2018 г.

Июлĕн 17-мĕшĕнче Ехремкасси ял тăрă- хĕнчи Куракăш ялĕнчи Анфиса Николаевна Александрова 90 çул тултарнă.

Менелнике юбилей ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Петр Павлов, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Галина Григорьева, Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ефимов саламланă. Вĕсем аслă ăрурисем чăннипех те чыс-хисепе тивĕçлине, Тăван çĕршыв ырлăх-пурлăхĕшĕн хăйсене шеллемесĕр тар кăларса ĕçленине палăртнă. Юбиляра пурте çирĕп сывлăх, тăванĕсемпе, çывăх çыннисемпе килĕштерсе те юратса пурăнма, черетлĕ юбилее кĕтсе илме суннă.

Анфиса Николаевна 1928 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче Куракăш ялĕнче çуралнă. Пĕчĕк хĕрĕн ачалăхĕ тантăшĕсенчен нимĕнпех те уйрăлса тăман. Вăрçă ачи... Мĕнех калăн, пĕтĕмпех паллă. Ачалăхĕ савăнăç кÿмен вĕсене. Ирхи шуçăмран пуçласа тĕттĕмчченех уйра ĕçленĕ. Аслисемпе танах çĕр сухаланă, акнă, тырă-пулă пухса кĕртнĕ. Вĕсен вĕренме вăхăчĕ те пулман. Анфиса Николаевна мăшăрĕпе Петр Иосифовичпа пĕрле «Правда» колхозра вăй хунă. Упăшки ветеринар, осеменатор пулса тăрăшнă. Хăй пахча çимĕç бригадинче тимленĕ. Хастар хĕрарăм вăй-хала шеллемесĕр ĕçленипе «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» тата ытти паллăсене те тивĕçнĕ. Ăна колхоз правленийĕ те çулленех парнесемпе чысланă. Мăшăрсем виçĕ ача çуратса ÿстернĕ.

Анфиса Николаевна халĕ хăтлă кил-çуртра пурăнать. Ăна Эльвира хĕрĕ пăхать. Ветеран çулĕсене пăхмасăр савăнăçлă, килти хуçалăхра ĕçлеме юратать. Вăл чечексене те питĕ кăмăллать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика