АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Библиотека аслине те, çамрăккине те тыткăнланă

20 июля 2018 г.

 Библиотека - тĕрлĕ çултине тыткăнлама пултаракан асамлă вырăн. Кунта пиллĕкрине те, çирĕм пиллĕкпе çитмĕл пиллĕкрине те чуна лăпкă. Çакна Мăн Вылăри вулавăша ватă та, вĕтĕ те йышлă çÿрени тÿрремĕнех çирĕплетет.

- Ялти вулавăш кунта пурăнакансемшĕн информаципе культура центрĕ пулса тăрать, тĕрлĕ енлĕ пулăшупа тивĕçтеретпĕр. Сăмах май, Пĕрлехи патшалăх пулăшăвĕсен порталĕпе ăнăçлă усă куратпăр. Çынсене вăл е ку документа портал урлă хатĕрлеме пулăшатпăр. Çакă çынсен вăхăтне тата пĕр пÿлĕмрен тепĕр пÿлĕме çÿрес- лĕхне самай чакарать, - палăртать Мăн Вылăри библиотекăра 20 ытла çул ĕçлекен Алиса Андачкова.

Вулавăша хăтлăрах тата килен-каян кăмăлне тыткăнламалла тăвассишĕн сахал мар тăрăшать заведующи. Тĕрлĕ юмахри сăнарсемпе, самантсене усă курса кĕнеке çÿлĕкĕсене илемлетет. «Кĕнеке патшалăхне» уйрăмах кĕçĕн ушкăнри ачасем çÿреме кăмăллаççĕ-мĕн. Кунсеренех шкултан таврăннă чухне библиотекăна кĕрсе тухаççĕ. Пĕртăван Августинăпа Кристина Васильевăсем, Анастасийăпа Станислав Филипповсем, Мария Васильева, Максимпа Кристина Алексеевсем, Татьяна Тихонова библиотекăран вуçех те татăлмаççĕ. Çавăн пекех Марат Кузьмин, Сергей Александров, Давид Михайлов, Вячеслав Тихонов чун апачĕсĕр пурăнаймаççĕ. Алиса Григорьевнăна кура унăн Настьăпа Наташа хĕрĕсем те çĕнĕ кĕнекесене чи малтан «шĕкĕлчеççĕ».

Вулавăш заведующийĕ чи нумай вулакан ачасен ячĕсене асăнсан хитре ÿкерчĕк пăхассишĕн тата шучĕшĕн çеç илмеççĕ-ши тесе кăсăклантăм. Алиса Андачкова ку шухăша çийĕнчех хирĕçлерĕ. Ача кĕнеке вуланине палăртас тĕлĕшпех вăл ăна кĕскен те пулсан содержани каласа пама ыйтать. Улталакансем тупăнман-ха ку тĕлĕшпе библиотека ĕçченне. Кĕçĕн классенче пĕлÿ илекенсемпе тĕрлĕ викторина, конкурс ирттерессине те йăлана кĕртнĕ кунта. Уйрăмах ачасем чăваш халăх уявĕсене йĕркелесе ирттерессипе çыхăннă мероприятисене хастар хутшăнаççĕ. «Яковлев вулавĕсем» иртеççĕ. Ку чухне шкул ачисем пĕр-пĕрин хушшинче сăвă е калав илемлĕ вулассипе ăмăртаççĕ. Библиотека çумĕнчи музейра упранакан пурлăх та вĕтĕр-шакăршăн чăн-чăн пуянлăх.

Ачасемпе пĕрлех аслă çулсенчисем те самаях такăрлатаççĕ библиотека çулне. Ытти çĕрти пекех Мăн Вылăри вулавăша та этемлĕхĕн черчен пайĕ ытларах çÿрет. Хĕр- хĕрарăмсем чăваш çыравçисен повесть-калавне кăмăллаççĕ пулсан, арçынсем юрату романĕсене, детективсем вулаççĕ. Çемйипех библиотекăна çÿрекенсем те пур-ха. Сăмахран, Мăн Вылăри Терентьевсем вуламан кĕнеке-журнал сахал-тăр кунта. Тивĕçлĕ канури Любовь Федоровна хăш-пĕр кĕнекесене икшер хут та вуласа тухнă. Унăн ывăлĕ те Сергей Терентьев, кулленех вулавăшра. Шкулта ачасене биологи предметне вĕрентекен Татьяна Анатольевна та чи хастар вулавçăсен шутĕнче. Сăмах май, Алиса Григорьевна заведующи пĕлтернĕ тăрăх, вĕрентекенсенчен чылайăшĕ библиотекăн чи çывăх тусĕсем. Вĕсен шутне Мăн Вылă шкулĕн-че чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Галина Ивановна Ивановăна, кĕçĕн классен «иккĕмĕш амăшне» Любовь Аркадьевна Шашкинăна кĕртмелле. Ял хуçалăх тытăмĕнче тăрăшакансен шутĕнче Дина Иванова, фермăра ĕçлекен Светлана Козлова хастар. Аслă ăрурисем хушшинче çичĕ теçеткене пусăмланă Валентина Михайловăна, Юлия Степановăна асăнмалла.

Арçынсенчен Петр Ильин кĕнеке вулассипе малта. Вăл аякри хуласене ĕçлеме тухса çÿрет пулин те чун апачĕсĕр самантлăха та пурăнаймасть. Атмалкассисем культура центрĕн-чен аякра пурăнаççĕ пулин те кĕнеке-журналтан вуçех писнĕ тееймĕн. А.Андачкова пĕлтернĕ тăрăх, асăннă ялта пурăнакансем библиотекăн çывăх тусĕсем. Сăмахран, Атмалкассисенчен пĕр çын темиçе кĕнеке илсе каять те, ун хыççăн ялĕпех «шĕкĕлчесе» тухаççĕ ăна.

Библиотека пуянлăхĕ - кĕнеке. Вулакан кăмăлне тивĕçтерес пулсан фондăн чухăн пулмалла мар. Çулсеренех çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланмалла. Анчах та яланах эпир ĕмĕтленнĕ пек пулмасть.

- Паянхи куна Мăн Вылăри вулавăш фондĕнче 11 пине яхăн кĕнеке шутланать. Вĕсенчен 1778-шĕ шкул çулне çитменнисемпе, тĕрлĕ ÿсĕмри вĕренекенсем валли. Тепĕр 3104 кĕнеке чăвашлисем. Паллах, çителĕксĕртерех-ха ку. Кĕнеке фондне пуянлатас тата вулаканпа çыхăнăва çирĕплетес тĕлĕшпе çулталăкне темиçе хутчен те «Библиотекăна кĕнеке парнеле» акци йĕркелетпĕр. 2017 çулта асăннă мероприятие ял çыннисем хастар хутшăнчĕç. Мăн Вылăри Дина Иванова, Любовь Шашкина, Елена Никифорова кĕнекесем парнелерĕç. Сергей Терентьев кăна 170 кĕнеке илсе килчĕ. Çирĕккассинчи Светлана Ивановăпа Ольга Трофимова та ку акцирен аякра пăрăнса юлмарĕç, - ĕç-хĕлпе паллаштарнă май палăртать Алиса Григорьевна. Çавăн пекех 2017 çулта Мăн Вылă библиотеки «Ачана кĕнеке парнеле» Раççейĕн патшалăх акцине хутшăннă. Мускав тата Санкт-Петербург хулисенче пурăнакансем пĕчĕккисене валли 100-е яхăн кĕнеке ярса панă.

Мăн Вылă библиотеки ĕçе тухăçлă йĕркеленипе районта лайăххисен йышĕнче пулнипе пĕрлех, республика шайĕнче те палăрать. Çулсеренех «Литературăллă Чăваш Ен» конкурса хутшăнать, çĕнтерÿçĕсен ушкăнне лекет. Çавăн пекех ял çыннин право пĕлÿлĕхне ÿстересси çине те сахал мар тимлĕх уйăрать. Ку енĕпе ĕçе лайăх йĕркеленĕрен республика шайĕнче чи пĕрремĕш пулнă.

Эльвира КУЗЬМИНА.  

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика