АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 50-мĕш ача çуралнă

27 июля 2018 г.

50-мĕш ача çуралнă

Июлĕн 24-мĕшĕнче район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче 50-мĕш ача çуралнине регистрациленĕ. Кĕçĕн Тăван ялĕнче пурăнакан Александр Ильичпа Диана Юрьевна Матьяновсен çемйине телей кайăкĕ вĕçсе кĕнĕ. Вĕсен ывăл çуралнă. Пепкене Арсений ят панă. Пĕлтерĕшĕпе илсен, «арçын» е «вăйлă» эппин. Матьяновсен çемйинче Арсений - пĕрремĕш ача. Арçын ачан пурнăçри пĕрремĕш документне - çурални çинчен свидетельствăна ашшĕ-амăшне ЗАГС пайĕн специалист-эксперчĕ Валентина Трофимова панă. Савăнăçлă лару-тăрура çамрăк ашшĕ-амăшĕн ячĕпе ăшă сăмахсем, салам чылай янăранă. Асăнмалăх парне те панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика