АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хевтесĕррисене - тимлĕх

27 июля 2018 г.

Раççейри 146 миллион çын йышĕнче 9 процент гражданин сусăр шутланать. Нумайăшĕ тата ачаранпах инвалид шутне кĕрет. Çакă вара патшалăх тата общество умне вĕсене хальхи пурнăçа хăнăхтарас тĕлĕшпе çивĕч ыйту кăларса тăратать. Çавăнпах ĕнтĕ 2008 çулта инвалидсене валли хăтлă условисем туса памалли ятарлă программа туса хатĕрленĕ. Ăна 2025 çулччен тăснă.

Çак программăпа килĕшÿллĕн пирĕн районта пур учрежденипе организацире те хевтесĕррисене валли хăтлăх туса парасси çине тимлĕх уйăраççĕ. Тĕллевĕ вара инвалидсене хăтлă услови туса парасси. Укçи-тенкине федераци субъектĕнчен уйăрса параççĕ. Çавна май сусăррисем магазинсемпе больницăсене тата ытти çĕре те пĕр чăрмавсăрах кĕрсе тухма пултараяççĕ. Унсăр пуçне хăлха витĕрех илтейменрен ятарлă аппаратсемпе те тивĕçтерсе усă куртараççĕ.

Июнь уйăхĕнче Тавăт ялĕнчи почта çыхăну уйрăмĕнче те ку тĕлĕшпе ĕçсем туса ирттернĕ. Тĕрĕссипе каласан, хамăр районта кун пекки пĕр çыхăну уйрăмĕнче те çук. Тавăтсен вара хевтесĕррисене валли пур услови те туса панă.

Почта çурчĕ патне плита сарнă. Инвалидсене валли ятарлă паллăсем те куç тĕлне пулчĕç. Тул енчи алăк патне çитсен сусăр çыннăн шăнкăрав парса пулăшу ыйтма та май пур. Куç енĕпе сусăртараххисемшĕн ятарлă сарă тĕспе те усă курнă хăтлă условисем тунă чух. Çакă инвалида почта ĕçченĕ патне çăмăллăнах çитме май парать. Пластик алăксем вырнаçтарнăран почтăна кĕмелли пĕчĕк фойе çутă та таса.

Анжелика СИЛИВЕСТРОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика