АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сарă тулă пуссинче - икĕ комбайн

31 июля 2018 г.

Сарă тулă пуссинче - икĕ комбайн

 

Юрий Никифоров хресчен-фермерпа курса куçа-куçăн калаçманччĕ-ха. Халĕ, акă, унпа сап-сарă тулă пуссинче тĕл пултăмăр. Вăл ăшă кăмăллă çын пулни тÿрех палăрчĕ. Вырăнĕ те ытарми кунта. Çывăхрах - вăрмансен тăрăхĕ. Ылтăн пек тырă пусси тинĕс евĕр хумханать. Ăнса пулнă кĕрхи тулă. Уй тап-таса, çумкурăк таврашĕ вуçех те курăнмасть. Сулăмлă пучахĕсем тырри пиçсе çитнине систереççĕ тейĕн. Чăннипех те çапла. Икĕ комбайн, авă, çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ. Кăшт чарăнса илме ыйтсан хирĕçлемерĕç «уй-хир карапĕн» хуçисем. Ку хастарсем – Иван Титов тата Владимир Александров. Иккĕшĕ те пуян опытлă. Вĕсем хăйсен ĕмĕрĕнче пайтах тырă вырса пиçĕхнĕ. Халĕ те кăмăлпах ĕçлеççĕ.

- Ку уйра ĕçленĕçем ĕçлес килет. Тырă хÿхĕм ÿсни савăнтарать. Пысăк тухăç илесси куç кĕрет, - хăпартланчĕ Иван Тихонов комбайнер.

Ăнăçлăхăн сăлтавĕ паллă ĕнтĕ. Хресчен-фермер хуçалăхĕнче агротехникăна пăхăнса ĕçлеççĕ.

- Çак Вырăс çĕрĕн уйĕнче çĕре лайăх сухаласа çемçетнĕччĕ. Кĕр тыррине вăхăтра акса хăварнăччĕ. Вăрлăхне Кивуйри Сергей Волков фермертан туяннăччĕ. Тырă пĕр тикĕс шăтса тухрĕ. Сивĕ çанталăк пуçланиччен калча вăй илсе юлчĕ. Çур кунĕсем çитсен кĕр тыррисене апатлантартăмăр. Çум курăкне, чир-чĕре хирĕç кĕрешсе лаптăксене химилле препаратсемпе имçамланăччĕ. Çапла уя кирлĕ пек пăхса тăрсан усси пулатех, - терĕ Юрий Николаевич фермер.

Комбайнсем патĕнчен тырра Виталий Еремеев водитель турттарса тăрать. Йĕтем çине килнĕ пек тырра çийĕнчех аласа тасатаççĕ. Сортировкăна пĕр тикĕс ĕçлеттереççĕ. Николай Никифоров хастар ĕç ветеранĕ кунта чăн-чăн ертÿçĕ вырăннех. Вăл ĕмĕрĕнче хура-шурне сахал мар курнă. Хăй вăхăтĕнче «Волга» колхоза ăнăçлă ертсе пынă Николай Димитриевич. Шут ĕçĕнче те ырăпа кăна палăрнă. Халĕ, тивĕçлĕ канăва тухнăскер, хресчен-фермер хуçалăхĕн ĕçне хаваспах хутшăнать. Ывăлне, Юрий Николаевича, çăмăл мар ĕçĕнче вĕрентсе, пулăшса пырасси уншăн чун киленĕвĕ вырăннех. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи пирĕн управляющи тесе хаклать. Йĕтем çинче ĕçленĕ çĕрте Тамара Сидоровăпа Светлана Еремеева та тăрăшуллă. Пурте вăй-хала шеллемесĕр тимленĕрен ĕç кал-кал пырать, ÿсĕмĕ те пулать.

Хуçалăхра усă куракан лаптăк 340 гектар йышăнать. Çав шутран тĕш тырă культурисем 240 гектар шутланаççĕ. Тырра вăхăтра, лайăх пахалăхпа пухса кĕртесси - тĕп тĕллев ĕçченсемшĕн. Хĕрÿ ĕççине Юрий Никифоров ертÿçĕ хăй те тÿрремĕнех хутшăнать. Пĕр ĕç тепринчен юлмалла мар-çке. Вăл хăйĕн хăватлă тракторĕпе нумай çул ÿсекен курăксене çулса пăрахма та ĕлкĕрнĕ.

- Кĕр тыррисене вырса пĕтернĕ хыççăнах çуртрисен уйне куçатпăр. Пирĕн уйсенче 15 гектар çĕр улми, 4 гектар кăшман та пур. Вĕсем çине те тимлĕх уйăратпăр, вăхăтра пухса кĕртессишĕн тăрăшатпăр, - пĕлтерчĕ чун-чĕреллĕ фермер.

Елена ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика