АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сакăр вуннăра та вун саккăрти пек

31 июля 2018 г.

Сакăр вуннăра та вун саккăрти пек

Июлĕн 28-мĕшĕнче Кармал ялĕнче пурăнакан Николай Блинов хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çав ятпа ăна районти пушар хуралĕн ертÿçи Геннадий Архипов тата караул начальникĕ Эдуард Андреев саламларĕç.

Вĕсем районти ялсемпе экономика обьекчĕсене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес ĕçре нумай çул тăрăшнăшăн тата пушар хуралĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалласа ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав хучĕпе чысларĕç. Çавăн пекех Геннадий Михайлович Раççей Федерацийĕн чрезвычайлă лару-тăру министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн «Пушар хуралĕ çынсемшĕн службăра. 1918-2018» медальпе те наградăларĕ. Унсăр пуçне юбиляр Германире службăра тăнă вăхăтра ырă тĕслĕх кăтартса çар тивĕçне пурнăçланă çĕрте хастар хутшăннăшăн Хисеп хутне те тивĕçрĕ. Ачи-пăчи, мăнукĕсем, тăванĕсем те чылаййăн пухăнчĕç çав кун юбиляра саламлама.

Николай Блинов пушар хуралĕнче водительте вăтăр çул ытла ĕçленĕ. Вăл пушара сÿнтерме вăхăтра илсе çитерессишĕн яваплăха туйса хăйĕн тивĕçне пурнăçланă. 1957 çулта салтака кайнă. Служба Германире иртнĕ. Унтан таврăнсан каярахпа районти пушар хуралне ĕçлеме вырнаçнă. Чи пĕрремĕш чрезвычайлă лару-тăру ăçта тата хăçан пулнине, çулĕсем сахал мар иртнĕ пулин те, лайăх ас тăвать. Вăл каласа панă тăрăх, Йăлкăш ялĕнче ĕлĕкрех хăмла типĕтмелли вырăн пулнă. Пушар чаçне çав çурт çуннине пĕлтернĕ. Çамрăк водитель пĕр тăхтаса тăмасăрах пушар машинипе палăртнă вырăна васканă. Ăна вăхăтра сÿнтерме пулăшнă. Типĕтме хунă хăмлана сыхласа хăварма пултарнă. Çапла тăрăшса ĕçленĕ Н.Блинов.

Сакăр теçетке хыçа хăварнă тивĕçлĕ канури арçын паянхи кун пĕр çеккунт та ахаль лармасть. Ун пекки сайра тĕл пулать, анчах та Николай Кириллович хăйĕн çулĕсенчен самай çамрăк курăнать. Вăр-вар та çаврăнăçуллă вăл. Килĕнче пĕчченех пурăнать. Мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Икĕ ачана - хĕрпе ывăла кун çути парнеленĕ Блиновсем.

Николай Кириллович паянхи кун кил хуçалăхне çирĕп тытать. Çулсеренех кăвакал туянса çитĕнтерет. Унăн ĕçлес туртăмĕ ачаранах туптаннă ĕнтĕ, мĕншĕн тесен вăрçă вăхăтĕнче амăшĕ сусăр пулнăран иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕпе пĕрле ÿснĕ. Аслисенчен юлман, мĕнпур ĕçе пурнăçланă. Паян та унра ĕçе тиркеменлĕх тапса тăрать. Хĕрарăм ĕçне пăхса тăмасть, пĕтĕмпех арçын хăй тăвать. Малтанхи çулсенче пыл хурчĕ ĕрчетессипе те ăстаçă пулнă. Халĕ пахча çимĕç ÿстерет, кил-çурта та пăхса тăрать. Хуçалăхра тĕрлĕ-тĕрлĕ улмуççи, çырла ÿсет унăн. Пахча хыçĕнче икĕ пĕве чавтарнă. Пĕринче пулă ĕрчетет пулсан, тепринче хур-кăвакал тытать. Тĕпелте апат пĕçересси, хĕлле валли çырласенчен варени-компот тăвасси те уншăн йывăр мар. Сывлăхне те куç пек упрать тивĕçлĕ канури арçын. Юбилярăн паянхи кун пилĕк мăнук ÿсет. Вĕсем вара çакăн пек патвар та çивĕч аслашшĕ, кукашшĕ пурришĕн савăнаççĕ, час-часах ун патне килсе çÿреççĕ.

А.ТУВАНСКАЯ.    

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика