АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тинĕс çарне юратакансен уявĕ

31 июля 2018 г.

Тинĕс çарне юратакансен уявĕ

Вырсарникун, июлĕн 29-мĕшĕнче, Элĕкре Тинĕс-Çар Флочĕн кунне савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç. 10 сехет тĕлне Совет Союзĕн Геройĕ М.Ефимов ячĕллĕ тÿреме хăй вăхăтĕнче моряк пулнă юлташсем пухăнчĕç. Вĕсен ертÿçи пулнă Альберт Кондратьев Муркашпа Элĕк çар комиссариачĕн комиссарне Владимир Казакова моряксем йĕркеленсе тăни çинчен рапорт пачĕ. Владимир Иванович, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Петр Павлов моряксене саламларĕç, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕç. Çавăн пекех Хĕрлĕ Çар 100 çул тултарнă ятпа юбилей медалĕсем парса чыс турĕç.

Уява пухăннисем концерт пăхса савăнчĕç. Районти ÿнер шкулĕн воспитанникĕ А.Алексеев матроссен ташшипе хавхалантарчĕ. Çавăн пекех культура çурчĕ çумĕнчи артистсем моряксене юрă-ташă парнелерĕç.

Моряксем ытла та пултаруллă та сăпайлă çынсем. Нумайăшĕпе эпĕ паллашма ĕлкĕртĕм.

Акă, Александр Тимофеевич Тимофеев (Изванкка ялĕ) 1958-1962 çулсенче Лăпкă океан флотĕнче, Камчатка патĕн-че тăватă çул службăра тăнă. Чăн-чăн моряках, юбилей медальне те ăна пĕрремĕш пачĕç. Николай Васильевич Капитонов (Элĕк сали), 2004-2006 çулсенче Каспи флотилийĕнче службăра тăнă. Ытларах вĕсен çак регионти лару-тăрăва браконьерсенчен асăрхаса тăмалла пулнă. Морякăн кăкăрĕ çинче медальсем, тĕрлĕ значоксем çуталсах тăраççĕ.

Эдуард Краснославович Афанасьев (Татмăш ялĕ) икĕ хут Хĕрлĕ Ялавлă Балтика флотилийĕнче вĕреннĕ, кайран Хĕрлĕ Ялавлă Çурçĕр флотилийĕнчи шыв айĕпе ишекен «Смоленск» кимĕ çинче тăрăшнă, ырă ĕçĕсемшĕн аслă матрос ята илме тивĕçлĕ пулнă. Тĕрĕслевпе виçев приборĕсене тата автоматика аппарачĕсене пăхсах тăмалла пулнă унăн. Службăра палăрнăшăн ăна киле кĕске отпуска янă.

Василий Иванович Нестеров (Шĕмшеш сали) 1971-1974 çулсенче Хĕрлĕ Ялавлă Çурçĕр Флотĕнче шыв айĕнчи атомлă кимĕ çинче тимленĕ, «главнăй корабельнăй старшина» ята илме тивĕçлĕ пулнă.

Флота юратакан тивĕçлĕ çынсене кăна службăна илеççĕ. Моряксемпе калаçсан çакна питĕ лайăх ăнлантăм эпĕ. Моряк пулма ĕмĕтленекен çамрăксен çакна шута илмелле.

Анатолий ТИМОФЕЕВ,

районти ветерансен

комитечĕн председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика