АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕллисем йышлă, пылĕ сиплĕ

03 августа 2018 г.

Пыл сиплĕхне вĕлле хуртне усракан çеç мар, çимĕçе туянакана аванах чухлать. Унăн сиплĕхĕпе усăлăхне нимĕн те çитмест. Çакна Шĕмшеш тăрăхĕнчи «ылтăн хурт» ăстисем те çирĕплетеççĕ. Кунта вара пыл туса илессипе йышлăн ĕçлеççĕ. Сăмахран, Шуркассинчи Вадим Михайлов ку тĕлĕшпе хресчен-фермер хуçалăхне те йĕркеленĕ. Ун патне тĕрлĕ çĕртен килеççĕ.

Çавăн пекех Шĕмшешри Вячеслав Филипповăн, Василий Крыловăн, Ишпарайккăри Александр Никитинăн кил хуçалăхĕсенчи пыла ял çыннисем те, пĕлĕш-тантăшĕ те хапăлласах туянаççĕ. Сурăмпуç Шĕмшешри Сергей Кириллов, Прашкушкăнĕнчи Вениамин Владимиров, Яккушкăнĕнчи Владимир Ильдер туса илекен пыл та çав тери сиплĕхлĕ пулнине çирĕплетеççĕ. Кусем пурте «ылтăн хуртсене» чылай çул ĕрчетеççĕ, япăх мар тухăç илеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика