АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сирĕнпе çыхăну ан татăлтăрччĕ

03 августа 2018 г.

Сирĕнпе çыхăну ан татăлтăрччĕ

Çулсем иртеççĕ пулин те Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хăйсен кăкăрĕпе хÿтĕленĕ паттăрсен ячĕсем нихăçан та манăçмĕç. Вĕсем халĕ сенкер тÿпе айĕнче пурăнакан ăрусен чĕрисенче упранаççĕ. Çĕршывăн никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварнă ентешĕмĕрсем çинчен çитĕнекен ăрусене тĕрĕс, историри фактсене пăсмасăр каласа парасси вара пирĕн, аслăраххисен, тивĕçĕ.

Çакăн çинчен калаçу пычĕ те июлĕн 31-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройĕн, Самушка ялĕнче çуралса ÿснĕ Мирон Ефимович Ефимовăн хĕрĕпе Лилия Мироновнăпа. Элĕк ятне хăйĕн паттăрлăхĕпе çÿле çĕкленĕ летчикăн çывăх çынни района Борис Олегович мăшăрĕпе тата тăванĕпе килсе çитрĕç.

Вĕсене район пуçлăхĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Элĕкри вăтам шкул директорĕ Владислав Волков тата район админис- трацийĕн культура секторĕн тĕп специалист-эксперчĕ Лилия Никифорова кĕтсе илчĕç.  

Чи малтанах вĕсем Элĕкри Культура çурчĕ умĕнче Çарпа сывлăш вăйĕсен Хура тинĕс флочĕн легендарлă летчикне Мирон Ефимова халалласа вырнаçтарнă чул-палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

«Кирек хăçан та Чăваш Республикине килсен кунта çитсе курмасăр чун лăпланмасть. Элĕк районĕ аттен тăван килĕ пулнăранах-тăр чĕре те савăнăçпа тулать, кунта вăй кĕнĕн туйăнать. Питех те чуна çывăх маншăн эсир. Аттене манманни вара, унăн ятне çÿлте тытни савăнтарать. Черетлĕ хут килсе кайма хавхалану хушать. Куншăн пысăк тав сире. Чылай çулсем хушши упрасчĕ туслăха», - палăртрĕ Лилия Ефимова.

Владислав Волков Совет Союзĕн Геройĕн Мирон Ефимовăн ятне шкул çулне çитнĕ кашни ачах пĕлнине çирĕплетрĕ. Мĕншĕн тесен Культура керменĕ умĕнчи тĕп лапам та ун ячĕпе хисепленсе тăнине, çулсеренех тата кĕркунне Мирон Ефимович ячĕпе «Пурнăç çулĕпе» хаçат та тĕрлĕ ăру хушшинче çăмăл атлетика ăмăртăвне ирттернине пĕлтерчĕ. Районти ытти паллă çынсен ячĕсемпе пĕрле Элĕк шкулĕн стени çинче çырса хунине асăнчĕ. Çулсеренех Çĕнтерÿ кунĕнче 1941-1945 çулсенчт Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче самолетпа 300 хут ытла вĕçеве тухнă паттăр ентеш «Вилĕмсĕр полкпа» утса тухнине каларĕ. Унăн сăнне шкулта лайăх вĕренекенсем йăтса утаççĕ.

Сăмах май çакна та асăнса хăвармалла, гвардин 13-мĕш штурмлакан авиаполкĕн командирне Чăваш Енре çеç мар çĕршывĕпех асра тытаççĕ. Анапа хулинче М. Ефимов ячĕпе урам хисепленсе тăрать, Симферополь çывăхĕнчи Гвардейски салинче палăк та лартнă.

Ун хыççăн хăнасем Элĕкри литературăпа краеведени музейĕнче пулчĕç, унти экспонатсемпе паллашрĕç. Лилия Мироновнăпа Борис Олегович Мирон Ефимовичăн кун-çулĕнчи хăш-пĕр самантсем çинчен аса илсе каласа пачĕç. Совет Союзĕн Геройне М.Ефимова асăнса йĕркеленĕ кĕтес валли çитес тапхăрта Мускавран çĕнĕ экспонатсем çитерессине пĕлтерчĕç.

Лилия Мироновна Мускавра пурăнать пулин те Чăваш Республикипе нихăçан та çыхăну çухатманнине пĕлтерчĕ. Пĕлĕш-тăванĕнчен республикăри, Элĕк районĕнчи çĕнĕлĕхсем пирки пĕлсех тăрать. Интернет урлă район кун-çулне сăнать.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика