АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулсем ачасене кĕтеççĕ

03 августа 2018 г.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен нумай вăхăт юлмарĕ. Çавна май район администрацийĕн вĕренÿ, строительство пайĕсен, ятарлă программăсен секторĕн специалисчĕсенчен тата полици пайĕпе пушар надзор инспекцийĕн инспекторĕсенчен тăракан ятарлă комисси шкулсем вĕренÿ çулне хатĕррипе хатĕр маррине палăртас тĕлĕшпе тĕрĕслев ирттернĕ.

Июлĕн 31-мĕшĕнче комисси Юнтапари вăтам, Карачурари тулли мар вăтам шкулсенче тата Элĕкри «Çăлкуç» ача садĕнче, ачасен ÿнер шкулĕнче пулнă.

Юнтапасем кăçал пушар хăрушсăрлăхне пăхăнса ятарлă тытăма çĕнетнĕ. Элĕкри «Çăлкуç» ача садĕнче хутса ăшăтмалли тытăмăн пĕр пайне, хăш-пĕр ушкăнсенчи кивĕ чÿречесене пластикпа улăштарнă. Карачурари шкулта çурт тăррин пĕр пайне çĕнĕрен витнĕ, газ кăмакине ылмаштарнă, апат-çимĕç хатĕрлемелли блокра электропăралука çĕнетнĕ. Элĕкри ачасен ÿнер шкулĕнче те пĕр пÿлĕмре çутă пăралукĕсене улăштарнă.

Июлĕн 1-мĕшĕнче вара ятарлă комисси Тавăтри, Мăн Вылăри, Ураскилтри вĕренÿ учрежденийĕсенче, Тавăтри «Пучах» ача садĕнче пулнă. Палăртнă шкулсенче тата шкул çулне çитменнисен учрежденийĕнче те вĕренÿ пÿлĕмĕсенче, ушкăнсенче, спорт залсенче, коридорсенче косметикăлла юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе тĕрлĕ ĕç туса ирттернĕ, вăл шутра хăй тĕллĕн ĕçлесе каякан пушар сигнализацийĕн тытăмне çĕнетнĕ, хушма огнетушительсем туяннă. Çÿлерех асăннă вĕренÿ учрежденийĕсем пурте ачасене кĕтсе илме хатĕррине палăртнă.

Э.Элина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика