14 августа 2018 г.
Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн кăтартăвĕсем тăрăх, июль уйăхĕнче 8 ача çуралнине регистрациленĕ. (2017 çулхи июльте - 8).
Пĕрремĕш ача 5 çемьере, иккĕмĕшĕ - 1, виççĕмĕшĕ 2 çемьере çут тĕнчене килнĕ.
Шел пулин те, вилнисем ытларах - 26 çын (2017 çулхи июльте - 24). Уйрăммăн илсен, 17 арçынпа 9 хĕрарăм пурнăçран уйрăлнă. Арçынсем вăтамран 63 çул, хĕрарăмсем 87 çул пурăнни палăрнă.
2017 çулхипе танлаштарсан, çемье çавăракансен шучĕ ÿснĕ. Пурĕ 12 мăшăр пĕрлешнĕ.