14 августа 2018 г.
Районта шкул автобусĕсен паркне çĕнетессипе ĕçсем ăнăçлă пыраççĕ. 2017 çулта 2008 çулта туяннă автобуссене улăштарнă. 2018-2019 вĕренÿ çулĕнче 76 ялти 650 ытла ачана турттарма пăхнă. Автобуссем 36 маршрутпа çула тухĕç.
Хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, бюджет укçи-тенкипе тухăçлă усă курас тĕллевпе пур шкул автобусĕсене те спутник навигацийĕн ГЛОНАСС тытăмне, çавăн пекех тахографпа тивĕçтернĕ. Хальхи вăхăтра тахографсен СКЗИ блокĕсене, автобуссен водителĕсен карттисене улăштараççĕ.
РФ транспорт министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн шкул автобусĕсен водителĕсем çак кунсенче 20 сехетлĕ программăпа пĕлĕве ÿстерчĕç. Занятисене Шупашкарти Калинин районĕнчи РФ ДОСААФĕн вырăнти уйрăмĕн вĕренÿ пункчĕн специалисчĕсем ирттерчĕç.