14 августа 2018 г.
Физкультурник кунĕн уявĕ «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн территорийĕнче пулнă. 10 сехет иртсен стадионта мини-футбол енĕпе турнир пуçланнă. Шахматпа шашка клубĕнче шахмат вăййи те вăй илнĕ. Пляж волейболĕ, дартс вăййисем, пневматика винтовкинчен пересси, ГТО нормисене парасси те пулнă уявра.
Савăнăçлă лару-тăрура район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Арина Вонифатьева тухса калаçнă.
Ăмăрту çĕнтерÿçĕсемсĕр мар. Мини-футбол енĕпе Шĕмшеш салинчи команда мала тухнă. Иккĕмĕшсем Элĕксем, виççĕмĕшсем Кивуйсем пулнă. Пляж волейболĕ енĕпе Элĕк салин спортсменĕсем - пĕрремĕшсем. Ехремкасси тата Мăн Вылă командисем кĕмĕл тата пăхăр медальсене тивĕçнĕ. Владимир Владимиров чи лайăх шахматист пулнипе палăрнă. Виталий Ефремовпа Александр Иванов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Чи çамрăккисем те парăмра юлман. Аслисене кура çĕнтерме ăнтăлнă. Самокатпа, велосипедпа лайăхрах ярăннисене, мала тухнисене Хисеп хучĕсемпе тата медальсемпе чысланă.
А.ПЕТРОВА.