17 августа 2018 г.
Чăвашпотребсоюзăн Элĕкри райпоне «2017 çулта килти хушма хуçалăхсемпе ĕçе йĕркелес енĕпе чи лайăх потребительсен обществи» ят панă.
Раççей Центросоюзĕн Канашĕн президиумĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Пĕтĕм Раççейри «Ял хуçалăх продукцине хатĕрлесе паракансенчен чи лайăххи» конкурс кăтартăвĕсене те пĕтĕмлетнĕ. «Сĕт хатĕрлесе парассипе чи лайăххи» ята Александр Петров тивĕçнĕ.
Хатĕрлев отраслĕ кооператив организацийĕсен ĕçĕ-хĕлĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри, мĕншĕн тесен сĕт, аш-какай, эмел курăкĕсем хатĕрлесе пани ял çыннисемшĕн тупăш илмелли хушма çăлкуçĕ пулса тăрать.