АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача çурални - телей

21 августа 2018 г.

Ача çурални - кашни çемьешĕн пысăк савăнăç, çемье историйĕн çĕнĕ страници. Çав летопиçра телейлĕ самантсем хушăнсах пыраççĕ: пĕрремĕш кулă, ача пĕрремĕш хут макăрни, малтанхи утăмсем, çавăн пекех ÿсĕмĕсем.

Çак кунсенче район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче 55-мĕш ача çуралнине регистрациленĕ. Какаç ялĕнче пурăнакан Игорь Михайловичпа Елена Валерьевна Григорьевсен çемйинче телейлĕ пулăм - вĕсен Самина хĕрача çут тĕнчене килнĕ. Çав ятпа çемьене ЗАГС пайĕн начальникĕ Любовь Артемьева саламланă. Вăл çамрăк ашшĕ-амăшне хĕр пĕрчин пĕрремĕш документне - çурални çинчен свидетельство панă. Хĕрачана çирĕп сывлăх, ашшĕ-амăшне пĕр-пĕрне ăнланса пурăнма ăнăçупа телей суннă.

Çав кунхинех ЗАГСра тата тăватă пепке çуралнине шута илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика