АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр çинче ĕçлет, ырлăх-пурлăх тăвать

21 августа 2018 г.

Çĕр çинче ĕçлет, ырлăх-пурлăх тăвать

Тăван кĕтес, ытарми тавралăх. Мĕн тери ырă вĕсем, чуна çывăх. Çав ытамра ĕçлесе пурăннинчен пахи тата мĕнех пултăр; Шăпах ку çул-йĕре суйласа илнĕ те Владимир Прокопьев.

Паллах, ахальтенех мар. Трактор-машина ача чухнех юратнă-çке вăл. Ку туртăмĕ вара ашшĕнчен те куçнă пулĕ. Унăн çывăх çынни Виктор Прокопьев «хурçă ута» чылай çул алăран яман. Вăт ашшĕн çулĕпе кайнă та ывăлĕ.

- Эпĕ шкултан вĕренсе тухнă хыççăнах трактор çине ларнă. «Аликовский» совхозра техника шанса парсан питĕ савăннăччĕ. «Беларуçпа», Т-150 маркăллипе те тăрăшрăм, - пĕлтерчĕ арçын.

Владимир Викторовичăн техникăна алла илме майĕ те пулнă çав. Элĕкри вăтам шкулта ятарласа «Трактор» вĕрентнĕ. Ку предмет урокĕсене яшсем хаваспах çÿренĕ. Çапла темиçе çĕршер вĕренекен аттестатпа пĕрле тракторист удостоверенине те илнĕ. Владимир Прокопьев та ку енĕпе шăпах телейлисен шутне лекнĕ.

Хастар яш вăхăт çитсен салтак аттине тăхăннă. Ăна çар служби Инçет Хĕвелтухăç таранах илсе çитернĕ. Хăй калашле, вăл кунта пурнăç мĕнне ăнланса илет. Тăван Мăн Йăлкăш ялне чăн-чăн арçын пулса таврăнать çамрăк. Ăна килĕнче нумаях канса пурăнма тÿр килмен-ха. Совхозра каллех кирлĕ çын Владимир Прокопьев. Вăл малтанах уй-хир ĕçĕсене хутшăнать, хыççăн фермăра та тимлет. Çапла трактор штурвалне алăран яман.

Ял хуçалăх отраслĕ сулăнчăк авăрне лекни паллă ĕнтĕ. Хуçалăх аркансан та çухалса кайман-ха Владимир Викторович. Ĕçе çĕнĕлле йĕркелесе яма май пулнине ăнланнă. Элĕк еннелли уйсенче халĕ, авă, унăн çĕрĕсем. Çурхи тĕш тырă культурисем тинĕс евĕр хумханаççĕ. Вĕсене пухса кĕртессипе ĕçсем сарăлсах пыраççĕ.

- Хăмăлĕ, пучахĕ те тип-типĕ - вырмалла та вырмалла кăна. Кăçалхи çанталăкăн юлăнтармăшĕ те пулчĕ çав. Çур аки вăхăтĕнче сивĕ тăчĕ, нÿрĕкĕ те тивĕçеймерĕ. Çапла калча пĕр тикĕс шăтаймарĕ. Тырă анисем халĕ каюллăрах. Тухăç пĕчĕкрех пуласси те паллă, - пăшăрханнă пек пулчĕ Владимир Викторович.

Çав вăхăтрах СК-5 «Нива» комбайн малаллах шурĕ. Ăна Олег Терентьев пĕр тикĕс ĕçлеттерме тăрăшать. Тĕрĕссипе каласан, Вова хăй те комбайнер. Шел, кивĕскер питех «итлесшĕн» мар çав, хушăран чăхăмласа илет.

- Çунтармалли-сĕрмелли япаласем, çум курăкпа ÿсен-тăрана сиенлекен хурт-кăпшанкăпа кĕрешмелли хими им-çамĕ, паха вăрлăх, саппас пайсем туянма укçа-тенкĕ çитерме йывăр - епле пулсан та пурнăçĕ малаллах пăхма хистет, - йывăрлăхсене палăртрĕ çĕр ĕçченĕ.

Унпа калаçнă вăхăтра комбайн бункерĕ тырăпа тулчĕ те тепĕр самантран автомашина кузовĕ çине ылтăн пек тырă юхма пуçларĕ. Владимир Викторович тулли тиевпе йĕтем çине васкарĕ. Кунта - сортировкăн пĕр тикĕс кĕрлевĕ. Машинисчĕ, тырра аласа тасатакансем те ют çынсем мар. Владимир Прокопьева шăллĕ-йăмăкĕ пулăшать. Паллах, мăшăрĕпе ачисем те аякра юлмаççĕ. Пĕрлехи йышра ĕç вĕресе кăна тăрать. Ылтăн тырă кĕлете кĕрет.

Çĕр хуçин уйĕсенче вырма часах вĕçленмелле. Çапах лăпланмалли çук-ха Вовăн. Ăна ял çыннисем те хăйсен тÿписене панă. Ятран çĕр илнисем юлашки вăхăтра тырă акса туса илме пуçларĕç. Йĕри-таврара сарă лаптăксен «саплăкĕсем» чылаях курăнаççĕ. Кусен хуçисем Владимир Викторович куçĕнченех пăхаççĕ.

Хастар ял ĕçченĕ тырă туса илнипех лăпланмасть. Выльăх апачĕ хатĕрлессипе те пысăк вăй хурать. Утă-улăм уйрăмах нумай хатĕрлет. Ку енĕпе ĕçлеме унăн тĕрлĕ техника пур. Владимир Прокопьев курăка косилкăпа çулать. Ăна тавăрса типĕтмелле-и - тракторĕ çине волокуша çакать. Типнĕ курăка преслаканни, турттарса кĕртекенни те хăйех. Ку енĕпе ял çыннисене те кăмăлпах пулăшать. Çулла-и, хĕлле-и - çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те канăç çук Владимир Викторовичăн. Тракторпа е машинăпа темĕн кÿрсе килмелле-и е ăсатмалла - килĕшет ывăнма пĕлменскер.

Çĕр ĕçĕнче ырми-канми тимлет, пурлăхне те тăвать Изванкăри Прокопьевсен çемйи. Килти хушма хуçалăхне аталантарассипе те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Ĕçчен йыш тăватă ĕне тытать, çавна май сĕтне те чылаях сутать.

Тăрăшуллă, сăпайлă çынна пурте хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Владимир Викторович - Йăлкăш ял тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ. Вăл ку чыслă шанăçа тÿрре кăларсах пыма тăрăшать. Йăлкăш шкулĕнчи ĕçĕнче те вăй хурать арçын.

Елена ТИМОФЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика