АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шупашкар çуралнă кунне паллă турăмăр

21 августа 2018 г.

Шупашкар çуралнă кунне паллă турăмăр

Иртнĕ канмалли кунсенче Чăваш Республикин тĕп хули - Шупашкар - хăйĕн 549-мĕш çуралнă кунне паллă турĕ. Уяв программи питех те анлă пулчĕ. Мероприятисем тĕп хулан центрĕнче çеç мар, районсенче те, парксенче те, Атăл урлă леш енче те иртрĕç. Уява хатĕрлекенсем кашниех хăйĕн чунне çывăх лапамра киленÿ тупма пултартăр тесе сахал мар тăрăшнă. Ачасемпе аслă ÿсĕмрисем, спорта юратакансем, ÿнер тĕнчипе тата культурăпа интересленекенсем валли программа хатĕрленĕ.  

Республикăра пурăнакансемпе хăнасем триатлон енĕпе Чемпионат тата Раççей первенствине, «Шупашкар хумĕсем» ятпа иртнĕ кайтинг фестивальне тата парăс регатине курса киленчĕç. Шупашкарăн историлле пайĕнче экскурсире пулчĕç. Çавăн пекех «Кроссфит» фестивале, Пĕтĕм тĕнчери «Чемпионсен кубокĕ» кĕрешÿ турнирне, «Атăл леш енчи ылтăн хăйăр» ăмăртăва, вăрман касакансен конкурсне, «Аист чĕппи» çемье пултарулăхĕн фестивальне, «Обществăлла хисеп» конкурса та - тата ытти мероприятисене çĕр-çĕр çын хутшăнчĕ.

Августăн 19-мĕшĕнче анлă проектсен интерактивлă лапамĕсем ĕçлерĕç. 10 çул ĕнтĕ пĕр Хула кунĕ те «Пултарулăх бульварĕсĕр» иртмест.

Хулан тĕп урамĕсенче театрпа спорт, художество тата музыка искусствисем пĕр хутлăха пĕрлешрĕç, ачасен вылямалли, интерактивлă лапамсем тата арт-объектсем ĕçлерĕç. Шупашкар хулин спорт коллективĕсем хулара пурăнакансене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштармалла ăсталăх урокĕсем ирттерчĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, хула тата администраци пуçлăхĕсем Евгений Кадышев, Алексей Ладыков хулара пурăнакансемпе тата уява килнисемпе пĕрле бульварпа иртрĕç.

«Пултарулăх бульварне çултан-çул халăх йышлăн пухăнать, унта çĕнĕрен те çĕнĕ çынсем хутшăнаççĕ. Эпир ырă пуçарусене яланах пулăшма хатĕр, пултарулăха аталантарма майсем туса пама тăрăшатпăр. Чи пĕлтерĕшли вара - çакă çынсене кирлĕ пулни», - палăртрĕ Михаил Васильевич.                          

Шупашкарта пурăнакансене тата хăнасене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Малов тата Леонид Черкесов, Шупашкар хулин тата хула администрацийĕн пуçлăхĕсем Евгений Кадышевпа Алексей Ладыков, Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава саламларĕç.

- Юратнă хуламăрта çĕнĕ çуртсем хута кайсах пыччăр, урамсем хăтлăлăхĕпе, илемлĕхĕпе тыткăнлаччăр. Ачасен шучĕ ÿссе пытăр, ветерансен кун-çулĕ вăрăм пултăр, кашни çемьерех телей хуçалантăр! - саламланă май палăртрĕ Е.Кадышев.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта пурăнакансене тăван хулана юратнишĕн тав турĕ, тĕп хуламăр хитреленсе тата аталанса пынинче кашнин тÿпи пуррине пĕлтерчĕ. Уяв мероприятийĕсем çакна тепĕр хут хамăр куçпа курма, хăнасене кăтартма май панине каларĕ.

- Сире Хула кунĕ тата Аслă Туррăмăр çĕнелсе улшăннипе çыхăннă уявпа саламлатăп. Шупашкарта 40 çул ытла пурăнатăп. Çак тапхăрта хула çулран-çул çĕнелнине, çĕнĕ çуртсем çĕкленнине, унăн сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăннине куратăп. Кунта пурăнакансем те ыттисем тĕлĕшпе ырă кăмăллă пулнине палăртма кăмăллă. Пĕр çемьери пек туслă ĕçлесе пурăнни те пысăк пĕлтерĕшлĕ, - терĕ Варнава.

Уяв программине Раççейĕн искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Игорь Николаевăн концерчĕ малалла тăсрĕ, фейерверк та пурне те тыткăнларĕ.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика