24 августа 2018 г.
Раççей Ялавĕн кунĕ - Раççейре пурăнакан пĕтĕм ăрусен уявĕ, аслă çĕршывăн историне хисеплесе чыслани. Виçĕ тĕслĕ тăрăх Раççей çĕршывĕ пулса тăнипе уйрăлми çыхăннă, вăрçăри çĕнтерÿсемпе ÿсĕмсен символĕ пулса тăчĕ. Çулленех августăн 22-мĕшĕнче Раççейре пурăнакансем Раççей Федерацийĕн Патшалăх Ялавĕн кунне паллă тăваççĕ. Çак праçник хамăр Аслă çĕршыв, çынсен мухтавĕн туйăмне çуратать.
Çак кун Вырăс Сурăмĕнчи ялти библиотекăра «Раççей ялавĕ - пирĕн мухтав» патриот сехечĕ ирттертĕмĕр. Кунта Раççей патшалăх символĕсен историйĕ, ялавăн кашни тĕсĕн пĕлтерĕшĕ çинчен каласа патăмăр. Ачасем ялав пулса кайнин историйĕ, вăл Раççей патшалăх символĕсенчен пĕри пулнине, кашни çĕршывра виçĕ пĕрлĕх символĕсем - герб, ялав, гимн пулнине пĕлчĕç. Раççей Федерацийĕн символики тата историйĕ çинчен хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Вăйă программине хутшăнчĕç. Вĕсем çав вăхăтра патшалăх ялавне ÿкерчĕç. Хĕрачасемпе арçын ачасем тупмалли юмахсен тупсăмĕсене пĕлчĕç. Çавăн пекех вырăс символикипе çыхăннă юрăсем юрларĕç, Раççей гимне шăрантарчĕç. Программăна хутшăннисем парнесем - ялав-сувенирсем илчĕç. Мероприятие вĕçленĕ май ял тăрăхĕн территорийĕнче Раççей Федерацийĕн ялавĕсене валеçессипе акци ирттертĕмĕр.
Надежда ВОЛКОВА, библиотекарь.