АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ тарифсене çирĕплетнĕ

24 августа 2018 г.

Коммуналлă хытă каяшсене турттарса тухасси паянхи чи çивĕч ыйту темелле. Вăл вара вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çеç мар, район тата республика ертÿлĕхне те, Раççей Правительствине те хытах пăшăрхантарать.

2019 çултанпа РФ мĕнпур субъекчĕ коммуналлă хытă каяшсене ĕçе кĕртессипе çĕнĕ тытăма куçма тивĕç. Экологи хăрушсăрлăхĕн шайне ÿстерес, каяшсене алтса чикессин калăпăшне пĕчĕклетессипе тата тупăш çаврăнăшне кĕртессипе çыхăннă экономика механизмне аталантарас тĕлĕшпе федераци шайĕнчех кун пек йышăну тунă.

Кăçалхи май уйăхĕнче коммуналлă хытă каяшсене ĕçе кĕртес енĕпе ĕçлекен регионти оператора палăртнă. «МВК Экоцентр» тулли мар яваплă обществăпа 10 çуллăха килĕшÿ çырнă. Асăннă предприяти хытă каяшсене пуçтарĕ, турттарса тухĕ, ĕçе кĕртĕ, сиенсĕрлетĕ тата алтса чикĕ.

Чăваш Республикинчи конкурентлă политикăпа тата тарифсем енĕпе ĕçлекен Патшалăх служби 2018 çулхи августăн 8-мĕшĕнче постановлени кăларнă. Унта коммуналлă хытă каяшсене ĕçе кĕртессипе çыхăннă пулăшусемшĕн регионти оператора тÿлемелли пĕрлехи тарифсене çирĕплетнĕ.

Пĕрлехи тариф виçи пĕр тăваткал метршăн 442,22 пуспа е пĕр тоннăшăн 4138,64 тенкĕпе танлашать.

Регионти оператор пулăшăвĕшĕн тÿлемелли пĕрлехи тарифа йышăннипе çынсен коммуналлă хытă каяшсемшĕн тÿлемелли йĕрке те улшăнать. Енчен те малтанхи тапхăрта граждансем каяша пурăнмалли тăваткал метра кура пуçтарнăшăн тата турттарса тухнăшăн тÿленĕ пулсан, çĕнĕ тарифсем вăя кĕрсен пурăнакансен шутне кура пулăшу хакне палăртаççĕ.

Н.СМИРНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика