АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем патне йăл кулăпа кĕрет

24 августа 2018 г.

Ачасем патне йăл кулăпа кĕрет

Александр Николаев Вутланти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта истори тата обществознани предмечĕсене вĕрентет, сентябрĕн 1-мĕшĕнче вăл ĕçе кÿлĕннĕренпе 6 çул çитет. Педагогшăн çакă хăйне евĕрлĕ чикĕ темелле. Вăл çамрăк специалист «шутĕнчен» тухса професси тĕлĕшĕнчен аслă ÿсĕмри вĕрентекен шутне кĕрет.

Александр Алексеевич ĕçлеме пуçласанах аслă ĕçтешĕсемпе пĕр чĕлхе тупнă темелле. Ĕçлеме ÿркенменрен, ырă кăмăллă тата пултаруллă пулнăран ăна директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма çирĕплетнĕ. Ку çеç-и тата; Районти çамрăк педагогсен Ассоциацине йĕркелесе пыма шаннă. Çавăн пекех Элĕкри территори суйлав комиссийĕ çумĕнчи Çамрăксен суйлав комиссийĕн членĕ те вăл. Пултаруллă çамрăк тĕрлĕ ĕçре хастарлăхпа палăрнăшăн кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине те тивĕçнĕ.

- Кирек епле профессире те йывăрлăхсемсĕр мар, - палăртать 28-ти çамрăк. - Ĕçлеме юратман çынна пур çĕрте те йывăр пулать. Коллективра ĕçтешсемпе уçă кăмăллă та туслă хутшăнусем йĕркелени пĕлтерĕшлĕ. Вĕренекенсем вара пĕр калаçура вĕрентекен класа йăл кулăпа кĕни пĕлÿ илме хавхалантарнине палăртнăччĕ. Кун пек чухне вĕсем ĕçе пĕтĕмпех пурнăçланине пĕлтернĕччĕ.

Кулленхи ĕçре çак ансат йĕркесене тĕпе хума тăрăшать те вăл. Çавăнпах ĕнтĕ 5-9-мĕш классенче пĕлÿ илекен ачасене истори тата обществознани предмечĕсемпе кăсăклантарса яма пултарнă. Пултаруллисем район шайĕнче иртекен олимпиадăсенче те ăс-хакăлне тĕрĕсленĕ. 2017 çулта 3-мĕш вырăна тухнă пулсан, иртнĕ вĕренÿ çулĕнче пĕрремĕш пулнă.

- Çавăнпа та професси тĕлĕшĕнчен аталанса пыни пирĕн ĕçре питех те пĕлтерĕшлĕ. Пурнăç улшăннă май ачасем те улшăнсах пыраççĕ. Кашни ăрупах пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Урокри кирек епле темăна та кашни çулах пĕр евĕрлĕ вĕрентме ниепле те май çук. Шырамалла, вĕренмелле, çĕнĕлле ĕçлесе пыма хăнăхмалла, - палăртать А.Николаев. Ку чухне тин çеç ĕçе тытăннă çамрăк вĕрентекенсемшĕн хăйсен пĕрлĕхĕ пулăшуçă вырăнне пулса тăнине пĕлтерет.

25 çамрăк учителе пĕрлештерсе тăрать районти çамрăк педагогсен Ассоциацийĕ. Нумаях пулмасть алла диплом илсе ялти шкулта ĕçлеме пуçланисемшĕн чи малтанах теори тĕлĕшĕнчен вĕрентни мар, хăйĕн пек çамрăксенче тĕрев туйни пĕлтерĕшлĕ-мĕн. Тин çеç ĕçе кÿлĕннĕ педагога темиçе çул ĕçленĕ çамрăк учительсем хавхалантараççĕ те. Ассоциаци тĕрлĕ ыйтăва татса пама пулăшнипе пĕрлех çамрăк вĕрентекенсене аталанма та май парать. Вĕсем районта, республикăра иртекен мероприятисене хутшăнаççĕ. Аслă вĕренÿ учрежденийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ.

Çамрăк педагогсен пĕрлĕхĕн председательне пăшăрхантараканни те пур-ха. Александр Алексеевича çамрăк вĕрентекенсем хушшинче арçынсем сахал пулни канăç памасть.

- Шкул çине паян ятарлă предметсемпе пĕлÿ панипе пĕрлех воспитани парассине те çирĕплетнĕ. Çемьери пекех вĕренÿ учрежденийĕнче те çитĕнсе пыракан ăрăва воспитани парассине арçынсемсĕр тивĕçлĕ шайра пурнăçлама май çук тесе шутлатăп. Çавăнпа та этемлĕхĕн вăйлă пайне ку тытăмра ытларах курас килет, - пĕлтерет вăл хăйĕн шухăшне.

Яра куна пушă вăхăт сахалтарах пулин те спорт çине тимлĕх уйăрма май тупатех вăл. Волейболла, теннисла вылять. Уçă сывлăшра пулма кăмăллать, пулла çÿрет. Çавăн пекех документаллă илемлĕ фильмсем пăхать.

И.ЭЛИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика