АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Элĕке митрополит Варнава килет

24 августа 2018 г.

Элĕке митрополит Варнава килет

Ытларикун – августăн 28-мĕшĕнче - православи тĕнне ĕненекенсем Туррăн Таса Амăшĕн кунне паллă тăваççĕ. Вăл Элĕк чиркĕвĕн праçникĕ шутланать.

Шăпах çак кун Элĕк салинче çĕнĕ чиркÿ çурчĕ хута кайнăранпа 3 çул çитет. Ун чухне савăнăçлă мероприятие Чăваш тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава хутшăнса кĕлĕ ирттернине Элĕксем халĕ те ырăпа асăнаççĕ. Хальхинче те митрополит Варнава вырсарникун – августăн 26-мĕшĕнче – Элĕк чиркĕвне килме палăртнă. Унпа пĕрле Сĕнтĕрвăрри епископĕ, Шупашкар епархийĕн викарийĕ Игнатий пулĕ. Вĕсем ирхи кĕлле хутшăнĕç.

Ирхи кĕлĕ 8 сехетре пуçланать, каçхи – 15 сехетре.

Виктор МУРАВЬЕВ, Элĕк чиркĕвĕн настоятелĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика