АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçченне хавхалантарма

28 августа 2018 г.

Кĕрхи ĕçсене пурнăçланă çĕрте кашниех хăйĕн тÿпине хывма тăрăшать. Агитбригадăсем те уй-хире тухса çĕр ĕçченне хавхалантараççĕ.

Нумаях пулмасть Тăвăш Юнтапа ял клубĕ çумĕнчи агитбригада Вăрнар районĕн коллективĕпе пĕрле механизаторсемпе тырă выракансене тата йĕтем çинче ĕçлекенсене пĕчĕк концертпа савăнтарнă. Çавăн пекех вĕсен хаваслă юрри-ташшине Вутлан ялĕнчи йĕтем çинчи çынсем те курса киленнĕ. Халăх юррисене шăрантаракан ушкăнсемпе пĕрле юрласа та ташласа савăннă.

Уйрăмах комбайнерсене артистсен юрри-кĕвви илĕртнĕ. Кунашкал мероприятисем ирттерни кулленхи ĕçре хавхалану кÿрет тата кăмăл-туйăма çĕклет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика