28 августа 2018 г.
Пирĕн çĕршывра августăн 23-мĕшĕнче Çар мухтавĕн кунне - Курск çапăçăвĕнче çĕнтерÿ тунă куна паллă турĕç. Çак кун шăп 75 çул каялла совет салтакĕ- сем Курск пĕккинче нимĕç фашисчĕсен çарĕсене çапса аркатнă.
Халĕ Чăваш Енре Курск çапăçăвне хутшăннисем 32-ĕн Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕнче пенси илеççĕ. Çав шутран Элĕк районĕнчен 2-ĕн. Пĕри, 94 çулхи, Сурăмпуç Шĕмшешре, тепри, 98 çулхи, Элĕк салинче пурăнать. Çав хаяр çапăçăва Чăваш Республикинчен 6 хĕрарăм хутшăннă. Курск пĕккине хутшăннисен вăтам çулĕ-95 çул. Чи çамрăкки 92-ре, чи асли - 98-та.
Вăрçă ветеранĕсене районти пенси служби пенсионерсен уйрăм категорине кĕртнĕ. Пенси фончĕн специалисчĕсем уйăхсерен «Ветерансем» пĕтĕмĕшле патшалăх базин регионти сегменчĕпе килĕшÿллĕн танлаштараççĕ. Унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсен, çавăн пекех тыл ĕçченĕсен те кăтартăвĕсем паллă.