АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турă хушнине пăхăнса пурăнасчĕ

28 августа 2018 г.

Турă хушнине пăхăнса пурăнасчĕ

Элĕк чиркĕвне митрополит Варнава килесси çинчен хыпар часах сарăлчĕ. Эпир те вулакансене кун çинчен пĕлтернĕччĕ. Ирхи çичĕ сехетсенчех чиркÿ картишне халăх йышлăн пухăна пуçларĕ. Аякри вырăнсенчен пĕчĕк автобуссемпе килекенсем те пулчĕç.

Акă чиркÿ çумĕнчи вырсарни шкулне çÿрекен ачасем те ирех пуçтарăннă, Владыка валли хатĕрленĕ юрра тепĕр хутчен репетици туса тĕрĕслерĕç. Чиркÿ хапхисенчен кĕрсенех чĕрĕ курăкпа илемлĕ чечексенчен кавир сарса хатĕрленĕ. Чиркÿре шалта кашни турăш умĕнчех çынсем çурта лартаççĕ. Чĕррисемпе вилнисене ятран асăнтарма çыртаракансем те черетре чылай. Çак кун Туррăн ÿчĕпе юнне ăша илес текенсем те йышлăн пулчĕç.

Сакăр сехетчен чиркÿ умне çăмăл машинăпа митрополит Варнава килсе те çитрĕ. Ăна вырсарни шкулĕн вĕренекенĕсем кĕтсе илчĕç, чечек çыххи парнелерĕç, хаклă хăнана Элĕк ен çĕрĕ çинче курма хавас пулни çинчен пĕлтерсе сăмах каларĕç. Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитне Варнавăна ирхи кĕлле пухăннă халăх чĕрĕ коридор йĕркелесе кĕтсе илчĕ.

Литурги вăхăтĕнче Новомучениксен тата Раççей исповедникĕсен чиркĕвĕ çумĕнчи хорăн пĕр ушкăнĕ юрларĕ. Евангели вуланă хыççăн Сĕнтĕрвăрри епископĕ, Шупашкар епархийĕн викарийĕ, Преосвященнăй Игнатий таса чăваш чĕлхипе халăх умне тухса сăмах каларĕ. «Турă çынна çапла каланă: «Эрнере 7 кун пулсан улттăшне хăвна кирлĕ пек усă кур, 7-мĕшне мана пар», – тенĕ. Кунта эрнере пĕр кун чиркĕве килсе кĕлĕ вуламалли çинчен калани пулать. Çакна кашнин чĕре çине çырса хумалла, Турă хушнă пек пурăнмалла.

Пурнăçра мĕнле пулса тухать-ха; Вырсарникунсенче халăх чиркÿре мар, пасарта ытларах пулнине сăнама пулать. Турă çуртне килсен те хамăра тĕрĕсех тытма пĕлейместпĕр. Хăшĕсем хăйсене театра килнĕ пек туяççĕ. Пирĕн вара чиркÿре кĕлĕ ирттерме хутшăнмалла. Мĕнле майпа; Хамăр çылăхсене каçарттарса Туррăн таса ÿчĕпе юнне илсе, халăх хушшинче каланă пек, çылăха каçарттарса сыпмалла», – сĕнÿ пачĕ Преосвещеннăй Игнатий пухăннисене хамăр пурнăçри йывăрлăхсемшĕн такама айăплама пăхнине сирсе. Вăл этем пурнăçне кĕркуннехи татăлса ÿкнĕ çулçăпа танлаштарчĕ: «Çулçă çилпе çаврăнать-çаврăнать те пĕр-пĕр лачакана выртса лăпланать. Этем те Турă саккунĕсемпе пурăнмасан çак çулçă пекех пурнăçне ирттерет», - терĕ вăл, Туррăн 10 заповечĕ çинчен аса илтерчĕ.

Литурги вĕçленсен Элĕк чиркĕвĕн настоятелĕ Виктор протоиерей Чăваш митрополийĕн пуçлăхне Варнавăна тав сăмахĕ каларĕ. Шăпах 10 çул каялла Варнава çĕнĕ чиркÿ çуртне тума ирĕк панине, 2015 çулта кунта пĕрремĕш кĕлĕ иртнине ăшшăн аса илчĕ. Паянхи пысăк уявра та Элĕк чиркĕвне килсе кĕлĕ ирттернишĕн тав турĕ, сывлăхшăн просвир пачĕ.

Владыка кĕлле хутшăнакансене пурне те тав турĕ. «Пуриншĕн те – хамăршăн та, çывăх çынсемшĕн те, тăшмансемшĕн те – Турра кĕл тумалла», – терĕ вăл.

Чиркÿ пĕчĕкех мар пулин те вырсарникун кунта пушă вырăн пулмарĕ. Пухăннисенчен кашниех Варнава пилне илчĕç. Аслисемпе танах пĕчĕккисене те курма кăмăллă пулчĕ. Кĕлĕ вăхăтĕнче алтарьтен харăсах темиçе пачăшкă тухнине курсан манран инçех мар асламăшĕпе юнашар тăракан ача хăйĕн тĕлĕнĕвне пытараймарĕ курăнать. «Мĕн чухлĕ Турă кунта!» – тесе калани чунра ăшă кулă вăратрĕ. Çак кун Элĕк чиркĕвĕнче Аслă Туррăмăр хăй те халăхпа пĕрле пулчĕ тейĕн. Чиркÿ чанĕсем те уяв кĕлли вĕçленнине пĕлтерсе чылай вăхăт çапнăран таврана уçă сасă сарăлчĕ. Элĕк чиркĕвĕ чĕрĕлсе вăй илнине çирĕплетнĕ пек туйăнчĕ чан сасси.

Марина ЛЕОНТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика