АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Педагогсен августри канашлăвĕ

28 августа 2018 г.

Педагогсен августри канашлăвĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн ирттерекен районти педагогсен конференцийĕ яланах пĕр харăсах уяв тата ĕçлĕ мероприяти шутланать. Çакă вăл - çуллахи каникул хыççăн вĕрентекенсемпе воспитательсем тĕл пулнипе, иртнĕ тапхăрти кăтартусене пĕтĕмлетнипе, çитес çулхи тĕп тĕллевсене палăртнипе çыхăннă.

Августăн 24-мĕшĕнче Элĕк тăрăхĕнчи мĕнпур шкулти вĕрентекенсемпе ача сачĕсен воспитателĕсем Тавăта пухăнчĕç. Ир кÿлĕмех секци ĕçĕсене хутшăнчĕç, вĕренÿ процесĕнчи çĕнĕлĕхсене тишкерчĕç, пĕр-пĕринпе кулленхи ĕçре тĕл пулакан тĕрлĕ саманта сÿтсе яврĕç. Пленарлă лару вара Тавăтри культура çуртĕнче иртрĕ. Культура учрежденийĕн фойинче вĕренÿ учрежденийĕн çитĕнĕвĕсем çинчен каласа паракан илемлĕ стендсем вырнаçтарнă. Кашни шкулăнах хăпартланмалли пур. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче пĕрисен вĕренекенĕсем нихçанхинчен те ытларах спортра çитĕнÿсем тунă пулсан, теприсем пултарулăх тĕлĕшĕнчен палăрнă, тĕрлĕ шайри олимпиадăра çĕнтернĕ тата ытти те. Кăсăкли, интересли чăнахах та нумай.  

Конференци ĕçне Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен тата ытти техникăсен Патшалăх инспекцийĕн начальникĕ Сергей Вязовский, район пуçлăхĕ Владислав Волков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, Элĕк районĕнчи АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕ Николай Сергеев, Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Васильев, РФ Вĕренÿпе наука ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн Элĕк районĕнчи уйрăмĕн председателĕ Эльвира Ржанова хутшăнчĕç.

Кăçал педагогсемпе воспитательсем Элĕк районĕнчи муниципалитетри вĕренÿ тытăмĕн тĕп кăтартăвĕсемпе аталанăвĕн çул-йĕрĕ çинчен калаçрĕç. Пухăннисене иртнĕ тапхăрти ĕç-хĕлпе район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ - вĕренÿ, социаллă аталану, опекăпа попечительство, çамрăксен политикин, культура тата спорт пайĕн начальникĕ Петр Павлов паллаштарчĕ.

Çитĕнекен ăрăва аталанма район шайĕнче пĕтĕм услови тума тăрăшаççĕ. Вĕренÿ, шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсенче те ятарлă нормăсене тĕпе хурса çулсеренех юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. Ку тĕлĕшпе чăнахах та ÿпкелешмелли çук. Петр Петрович тухса калаçнă май чи малтанах ачасене пĕчĕкренех дисциплинăна, йĕркене пăхăнма хăнăхтарасси çине тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ. Ку енĕпе хальлĕхе ача сачĕсем тĕлĕшпе ÿпкелешÿ пуррине пĕлтерчĕ. Пĕчĕккисем паллă мар сăлтавсене пула час-часах ача садне сиктереççĕ. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе воспитательсен ашшĕ-амăшĕпе, кашни çемьепе уйрăм ăнлантару ĕçĕсем ирттермеллине палăртрĕ. Кунсăр пуçне ача сачĕ шкул умĕнхи тапхăр пулнине кура вĕренÿ учрежденийĕсемпе çыхăнса ĕçлеме сĕнчĕ.

(Малаллине тĕплĕнрех хаçатăн 63 номерĕнче вуласа пĕлме пулать.)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика