АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сцена пултаруллисене пĕр çĕре пуçтарнă

28 августа 2018 г.

Театр... Çĕр-çĕр çынна хăйĕн патне пухать те яланлăхах тыткăна илет. Театр асамçă та, пархатарлăх шкулĕ те, пирĕн пурнăç та. Унсăрăн питĕ кичем, пурнăç çукпа пĕрех туйăнать. Театрта çеç халăхăн авлхи кун-çулне, йăли-йĕркине куçпа курма пулать. Чăваш чĕлхи те кунта ытти çĕртинчен вăйлă та чуна тыткăнламалла янăрать, авалхи тумтир те вешалка çинче çакăнса тăнипе мар, çире пулнăран илемĕпе куçа тыткăнлать. Çавăн пекех театр кураканпа чăнлăхпа юрату, курайманлăх, çынлăх, чун-чĕре тасалăхĕ çинчен нимĕн пытармасăр, уççăн калаçать. Хытă чĕрене çемçетет, сивĕ кăмăла ăшăтать.

Элĕк районĕнчи культура керменĕ çумĕнчи халăх театрĕ йĕркеленнĕренпе кăçалхи кĕркунне 50 çул çитет. Çавна май «Пурнăç çулĕпе» хаçатăн вулаканĕсене унăн аталанăвĕпе, паянхи ĕç-хĕлĕ çинчен каласа парасшăн та.

Упранса юлнă документсенчен çакă паллă. 1933 çулта Элĕк чиркĕвне хупса вулав çурчĕ туса хунă. Унта Синерте пурăннă Василий Илларионович Волков ĕçлеме пуçланă. Вăл ял халăхĕн культурине ÿстересси çине пысăк тимлĕх уйăрнă, тăрăшнипех ĕнтĕ çынсемшĕн культура вучахĕ чуна çывăх пулса тăнă. 1934 çулта пуçласа драма кружокне йĕркелесе ярать. Асăннă кружока çÿрекенсем Федор Павловăн «Судра» камитне пĕрремĕш сцена çине кăлараççĕ. Çакăнтан тытăнать ĕнтĕ Элĕкре спектакльсем кăтартасси.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче драма коллективне М.Кузьмин, А.Еремеев ертсе пыраççĕ. 50-мĕш çулсенче Тавăтра пурăннă Иван Георгиева культура учрежденийĕн тилхепине тытма шанса параççĕ. Çав çулсенче вăл культура çурчĕн сцени çине хатĕрлесе кăларнă «Нарспи», «Айтар» спектакльсене халăх питех те кăмăлласах йышăнать.

1960 çулхи март уйăхĕнче культура çурчĕн директорĕ пулма республикăри колхоз театрĕн артисчĕ пулнă Дмитрий Илларионова çирĕплетеççĕ. Çакăнтан пуçласа драма коллективĕ кунран-кун вăй илсе татах та аталанма пуçлать. Пьесăри сăнарсене калăпланисĕр пуçне спектакльсене ташă-юрă, çи-пуç, грим, çутăпа ĕçлесси çине нумай тимлĕх уйăрма пуçлать, спектакльсен пахалăхне кунсерен ÿстерсе пырать.

1966-1967 çулсенче драма коллективĕ Н.Айзманăн «Кай, кай Ивана» комедие Элĕк районĕнчи куракансене çеç мар, кÿршĕллĕ районти ялсенче те ăнăçлă кăтартать. Куракансем Владимир Лазарев, Геннадий Белов, Порфирий Алексеев, Лидия Иванова çамрăк артистсене хапăл тусах йышăнаççĕ.

1967 çулта А.Ĕçхĕл çырнă «Виçĕ туй» камитне пысăк ăсталăхпа калăплаççĕ. Ку спектакле Константин Волков баянист юрă-кĕвĕпе лайăх илемлетет, пуянлатать. Тĕп рольсене Вениамин Золотов, Альбина Орехова, Елена Храброва, Геннадий Михайлов чăн-чăн артистсем пек калăплаççĕ. Ку спектакле пăхма Шупашкартан ятарлă комисси килет, драма ушкăнĕ «Халăх театрĕ» ята илме тăрăшать.

Элĕкри халăх театрĕн пĕрремĕш ĕçĕ вăл - Мари драматургĕ А.Волков çырнă «Туй икерчи» камит пулнă. Унăн премьерипе 1968 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче сцена çине тухнă. Халăх театрĕн пĕрремĕш ĕçĕнче хăйсен пултарулăхне çак артистсем       кăтартнă: В.Л.Тихонова, Л.Г.Герасимова, А.Г.Григорьев, А.А.Янович. М.М.Михайлов, Д.И.Илларионов, З.М.Винцова, А.Г.Гурьева. Спектакле Д.И.Илларионов лартнă, кĕвĕ-çемĕшĕн К.К.Волков яваплă пулнă, П.Александров художник пулнă. Ку спектакле сцена çине 20 хутчен кăларнă.

Театр коллективĕ малтанхи çулсенченех пысăк калăпăшлă, тарăн шухăшлă пьесăсене кун çути кăтартма тăрăшать. Репертуар та тĕрлĕ жанрлă произведенисемпе пуянланса пырать: драма, камит, мелодрама, трагеди. Вăл тапхăрта коллектив лартнă çак спектакльсене асăнса хăвармалла: М.Стадюк «Хăрушă тĕлпулу», Т.Петĕркки «Çĕрлехи çиçĕм», А.Грибачев «Василиса кин кĕртет», Д.Каршиков «Пĕр кунлăх каччă», А.Новиков «Тусăм, саншăн мар-и;», А.Кăлкан «Маргаритта таврăнать», Марсенков «Пĕр хурăн çеç пĕлет», Н.Терентьев «Мĕн-ши вăл телей;».

Дмитрий Илларионов вырăнти çыравçăсемпе çыхăну йĕркелет. 1973 çулта хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем вырăнти драматург Геннадий Пласкин çырнă «Сиваш хумĕсем» ятлă героикăлла драмăна сцена çине кăлараççĕ. Унăн тĕп геройĕн Йăлкăшра çуралнă граждан вăрçин паттăрĕн сăнарне комсомол райкомĕнче ĕçленĕ А.Дмитриев туллин çутатса панă. Ытти рольсене С.Степанова, Г.Гаврилова, Л.Константинова, Д.Илларионов, А.Григорьев, Г.Быков тата ыттисем çав тери ăста калăпланă. Спектакле сцена çине кăларма 30-а яхăн çын хутшăннă.

Театр режиссерĕ Дмитрий Илларионов 26 çул театр ĕçне йĕркелесе пырса чылай çĕнĕ спектакль халăх умне кăларать. Çак тапхăрта халăх театрĕ чăннипех те пысăк ÿсĕмсем тăвать. Республикăра иртекен смотр-конкурса хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Вĕсен шутĕнче В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ республика фестивалĕн 1-мĕш степеньлĕ дипломне (1970 ç.), СССР тунăранпа 50 çул çитнĕ ятпа художество пултарулăх коллективĕсен республикăри смотрĕн дипломне (1972 ç.) тата ыттисене те тивĕçнĕ.

Çапла вара Дмитрий Илларионович йĕркеленĕ театр паян та вăйлă аталанса пырать. Пирĕнтен ытла та вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ пулин те унăн ĕçне паян çÿллĕ шайра тытса пыраççĕ.  

     Л.КОНСТАНТИНОВА, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.            

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика