АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрÿ тапхăрта кашни хастар

31 августа 2018 г.

Хĕрÿ тапхăрта кашни хастар

Ульянов ячĕллĕ хуçалăхăн тĕш тырă культурисен уйĕсем 529 гектар йышăннă. Халĕ хĕрÿ ĕç шавĕ юлашки гектарсем çине куçнă. «Сарă тинĕсре» Владислав Яковлевпа Олег Шленский «Полесье» комбайнпа çаврăм хыççăн çаврăм тунă. Хуçалăхра ырă тĕслĕх кăтартнă экипаж районта та малтисен шутĕнче иккен.

Августăн 29-мĕшĕ тĕлне илсен, 732 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Тырри ăнса пулнăран тем хушăрах тулнă бункер. Ăна пушатма кĕтсе тăма та кирлĕ мар ĕнтĕ. Станислав Порфирьев çамрăк водитель «уй-хир карапĕ» патĕнчен татăлма та пĕлмен. «КамАЗ» автомашинăпа йĕтем çине рейс хыççăн рейс тунă. Çĕр ĕçченĕсен вырмара ырă йăла пур. «Пĕр ĕçе тепринчен хăвармалла мар», - теççĕ вĕсем. Çавă Мăн Вылă уйĕсенче яр уççăнах палăрчĕ. Комбайнсем хыççăнах улăма пухса преслассине йĕркеленĕ. Ку енĕпе Валерий Владимиров механизатор чăн ăста. Унăн агрегачĕ хыççăн улăм рулонĕсем выртса юлаççĕ. Кусене те çийĕнчех пухса тирпейлеççĕ. Ферма çывăхĕнче, авă, улăма чылаях янтăланă. Паллă ĕнтĕ, выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма тимлесех хатĕрленеççĕ. Утă-улăм, сенаж-силос чылаях кирлине шута илнĕ. Кăçал, ытти çулхисемпе танлаштарсан, утă сахалтарах пуласси паллă. Çавна тĕпе хурса, хуçалăхра сĕлĕ, урпа улăмĕсене çителĕклех пресласа хунă. Тулă улăмĕнчен те тулăх. Сенаж икĕ траншея хывнă.  

- Выльăхсене хĕл кунĕсенче тăрантарма пусыпка та ытлă-çитлех пулĕ. Уй-хиртен ылтăн пек тырă пĕр вĕçĕмсĕр килсе тăчĕ. Эпир, йĕтем çинче ĕçлекенсем, тырра çийĕнчех аласа тасатса пытăмăр, пÿлмене хыврăмăр, - терĕ сортировкăсене ĕçлеттерекен машинист.

Хĕрÿ тапхăрти ĕçе Светлана Порфирьева ертÿçĕ куçран вĕçертмест. Уй-хирти техника патне, йĕтем çине те кулленех çитнĕ вăл, вĕрентсе, хавхалантарса пынă. Паллах, ĕçшĕн çирĕп ыйтасси тĕп вырăнта уншăн. Ĕç-хĕле лайăх йĕркелени, ăна çăмăллатма тăрăшни те курăнчĕ. Сортировка витĕр аланса тухакан тырă тÿрех автомашина çине юхать. Ăна çийĕнчех михĕлесе кирлĕ çĕре ăсатаççĕ. Вăрлăха, сăмахран, ялти кĕлете, апат-çимĕçлĕх уйăрнине вырăнти пысăк склада кĕртеççĕ.

Светлана Иванова кладовщик хăйĕн ĕçĕпе кăмăллă.

- Ăнăçлăх йĕтем çинче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленинчен нумай килет. Кунта пĕри тепринчен хастар. Кашниех яваплăха туйса, тивĕçе ăнланса тимлерĕç. Склада паха тырă кĕни савăнтарать, - терĕ вăл.

Уй-хир çаралсах пырать. Çитес çулхи пысăк тухăçшăн та кĕрешÿ пуçланнă темелле. Кĕр тыррисене агротехникăлла кĕске вăхăтра акса хăварнă. Ку ĕçре Эдуард Андачков опытлă механизатор ырă тĕслĕх кăтартнă. Кĕрхи тулă 200 гектар ытла йышăнать. Часах уй-хире сухалакан агрегатсем те тухĕç. Ял хуçалăх предприятийĕнче кĕрхи çĕртме сухи пысăк тухăç никĕсĕ пулнине те тĕп вырăна хураççĕ.

Елена ТИМОФЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика